Шупашкар районĕн прокуратури нумаях пулмасть Кÿкеçре пурăнакан арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе судра патшалăх айăплавне хÿтĕлерĕ. Вăл Уголовлă кодексăн 266 статйин 1-мĕш пайĕпе саккуна пăсса вăрман касни явап тытрĕ.
Шупашкар районĕн прокуратури Кивçурткасси ялĕнчи Октябрĕн 60 çулне хисеплесе ят панă урамра пурăнакансен ыйтăвĕпе тĕрĕслев ирттернĕ. Çак урам самай пысăк, унта пурăнмалли 31 çурт вырнаçнă. Пĕр сыпăкĕ вара — çутăсăр, çынсем прокуратурăна çакăн пирки пăшăрханса пĕлтернĕ, пулăшу ыйтнă. Тĕттĕм урамра инкек пуласси те часах — автомобилистсемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те каçсерен хăрушлăх пысăк.
Республика Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ умĕнхи кампани чи хĕрÿ тапхăра кĕчĕ. Халĕ - суйлав умĕнхи агитаци тапхăрĕ. Сасăлав - сентябрĕн 13-мĕшĕнче. Çак кун суйлавçăсен республика тилхепине кандидатсенчен хăшне шанса парассине палăртмалла, районсен, ял тăрăхĕсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен йышне йĕркелемелле. Граждансен сасăлаври активлăхĕ мĕнлерех пулĕ - суйланакан çынсен ят-сумĕ те çакăнтан килет. Тата - суйлавпа çыхăннă саккунсене мĕнле пурнăçланинчен.