Archive - 28 Çурла, 2015 - Хресчен сасси

28 Çурла, 2015

Пĕтĕмпех ĕне çинчен

Хăлхипе ĕне питĕ лайăх илтет. Авалхи йăхташĕсенченех пырать çакă. Чăтлăхсенче пурăннă чухне вĕсем ытларах куçĕсене мар, хăлхисене шаннă. Ĕне сасă вăйне уйăрать, сигналсене çăмăллăнах астуса юлать. Сигналпа кĕтÿçĕ кĕтĕве хăй тавра пуçтарма, шыв патне е киле илсе çитерме пултарать. Ăста кĕтÿçĕсем çакăн çинчен пĕлеççĕ, ĕçре усă кураççĕ. Ахальтен мар ĕлĕк кĕтÿçĕ пиçиххийĕ çинче çепĕç те янăравлă сасă кăларакан шăхличĕ çакса çÿренĕ. Халĕ ун пеккине кураймастăн. Пĕр хушă кĕтÿçĕсем пионер горнĕпе усă куратчĕç. Ăста аллинче вăл шиклентермелле мар, çăмăллăн та çепĕççĕн янăрать.

28 Çурла, 2015

Çĕрулмине хăçан кăлармалла?

Кĕркунне çĕрулмине йĕркеллĕ пуçтарса кĕртеймесен тухăç самай çухалать. Хăшĕ хуларан тăванĕсем килнипе е хĕвеллĕ çанталăкпа усă курса тымарçимĕç ÿссе, хуппи хытса çитмесĕрех ăна кăларма тытăнать. Тепри вара ытла кая юлать. «Иккĕмĕш çăкăр» хĕлле мĕнле упранасси ăна пуçтарса кĕртнипе тÿрремĕнех çыхăннă.

28 Çурла, 2015

Юратупа, пилпе çуралнисем - телейлĕ

Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Петр Васильевичпа Зинаида Федоровна Кариковсем 14 ача çуратса ÿстернĕ. Турра шĕкĕр, пурте ырă-сывă. Паян вĕсем тĕпренчĕкĕсемпе çеç мар, 27 мăнукĕпе тата 8 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ.