Пахчаçă сĕнет

16 Çĕртме, 2016

Пахчаçимĕç лайăх ÿсĕ

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатăн 20-мĕш номерĕнче çĕпре шывĕпе шăварни помидоршăн лайăххине çырса кăтартнăччĕ. Çакна пĕлтересшĕн: çĕпре шывĕ помидоршăн çеç мар, пахчари мĕнпур йывăç-курăкшăн усăллă. Çĕпре шывĕ тымара вăйлă аталанма пулăшать. Тымар вăйлă пулсан вара, пурте пĕлетпĕр, çеçки-çулçи-çимĕçĕ те лайăх аталанаççĕ. Чир-чĕрпе кĕрешес хăвачĕ те палăрмаллах ÿсет.

Çĕпре шывĕпе пахчаçимĕç культурисене калчара чухнех шăварма юрать — калча тĕреклĕ те çирĕп пулать. Ирĕке йăран çине куçарса лартнă хыççăн та аптрамасть.

28 Ака, 2016

Тăпрана пусарса акатăп

Йăран хатĕрленĕ чухне çак меслете шута илме сĕнетĕп, вăл чылайăшне килĕшет пулĕ тетĕп.

Кирек мĕнле пахчаçимĕç вăррине акмашкăн та йăрансем çине йĕрсем — канавсем — тăватпăр. Çав йĕрсене йывăç пăрăс таткипе кăштах пусарса тухмалла. Çак канавсене вăрлăха акмалла та çиелтен кăпăшка тăпрапа /ăна лайăх çĕрнĕ тислĕкпе хутăштармалла/ хупласа тухмалла. Пусарса тухнă йĕрсенче вăрлăх тикĕссĕн выртать, шăтасса та харăсраххăн шăтса тухать. Кăпăшка тăпрана акнă чухне вара вăрăсем тикĕссĕн ÿкмеççĕ, хăшĕ-пĕри çĕре шалаллах анса каять, çавна май вăрлăх тикĕс шăтмасть.

7 Ака, 2016

Вăрлăх суйлама

Çĕрулми вăрлăхĕн пахалăхне тĕрĕслемелли пĕр ансат меслетпе паллаштарас тетĕп. Пысăкрах витрене çуррине яхăн шыв яратăп, пăтрататăп. Çăмăлланнă çĕрулми çиеле тухать, йывăрри — путать. Шыва путман çĕрулми лартма юрăхсăр.

Тĕрĕслесе пăхма сĕнетĕп: пĕр йăран путман çĕрулми лартса пăхăр, ыттине — лайăххине. Пахалăхсăр çĕрулми латнă йăрантан тухăç илеймĕр.

Ольга ПРОКОПЬЕВА.

Вăрнар районĕ.

 

18 Нарăс, 2016

Туналăх тата çулçăлăх сельдерей

Иртнĕ номерте тымарлăх сельдерей пирки çырнăччĕ. Халĕ тунашăн тата çулçăшăн ÿстерекеннисем пирки сăмах тапратăпăр. Тачка та сĕтеклĕ, хăвăл мар туналлă сельдерейĕн симĕс тата шурă тĕслĕ сорчĕсене палăртаççĕ. Симĕс туналлисем - Флорида, Паскаль, Танго. Шуррисем - Золотой, Золотое перо, Латом. Шурă туналлисем тутлăрах тата çемçерех. Симĕс сортлă сельдерей тунине те шурăхтарма пулать. Çимĕçе пуçтарса иличчен пĕр уйăх маларах сельдерей тунине çулçине çеç хăварса çÿллĕ купаламалла. Тăпрана купалас ĕç чăрмавлă-тăк, тунана ал айĕнчи пĕр-пĕр тĕксĕм япалапа хуплама ансатрах.

28 Çурла, 2015

Çĕрулмине хăçан кăлармалла?

Кĕркунне çĕрулмине йĕркеллĕ пуçтарса кĕртеймесен тухăç самай çухалать. Хăшĕ хуларан тăванĕсем килнипе е хĕвеллĕ çанталăкпа усă курса тымарçимĕç ÿссе, хуппи хытса çитмесĕрех ăна кăларма тытăнать. Тепри вара ытла кая юлать. «Иккĕмĕш çăкăр» хĕлле мĕнле упранасси ăна пуçтарса кĕртнипе тÿрремĕнех çыхăннă.