Çĕрулмине хăçан кăлармалла?

28 Çурла, 2015

Кĕркунне çĕрулмине йĕркеллĕ пуçтарса кĕртеймесен тухăç самай çухалать. Хăшĕ хуларан тăванĕсем килнипе е хĕвеллĕ çанталăкпа усă курса тымарçимĕç ÿссе, хуппи хытса çитмесĕрех ăна кăларма тытăнать. Тепри вара ытла кая юлать. «Иккĕмĕш çăкăр» хĕлле мĕнле упранасси ăна пуçтарса кĕртнипе тÿрремĕнех çыхăннă.

Пахчара çĕрулми сорчĕсене хутăштарса лартнипе типсе хăрнă авăрпа пĕрлех сип-симĕс ашкăрса лараканнине те курма пулать. Хăшĕ-пĕри пахчара мĕнле сорт çитĕннине те пĕлмест-тĕр. Ир тата кая юлса пулакан сортсем хутăшни сиенлĕ. Ир пулаканнин аври икĕ эрне маларах типсе хăрать, теприн сип-симĕсех ларать. Кăларнă чухне уйăрса-суйласа тăма вăхăт çуккипе вĕсене пĕрлех пуçтарса кĕртеççĕ.

Çĕрулми пулса çитнине авринчен пĕлмелле. Вăл шанать, сарăхать. Иккĕленсен пĕр тĕмне кăлармалла: çимĕç тымартан çăмăллăнах уйрăлать, пÿрнепе пуссан та хуппи сĕвĕнмест. Эппин ăна кăларма юрать.

«Иккĕмĕш çăкăра» кăларса пуçтарма васкамалла мар. Шăпах юлашки 30 кунра, аври хăй тĕллĕн типиччен, тымарçимĕç уйрăмах лайăх аталанать. Вегетаци тапхăрĕнчи кашни кунĕ пĕр соткăран 8-10 кг хушма çимĕç парать. Симĕс авăртан, çулçăран тутлăхлă япаласем тымарçимĕçе куçаççĕ. Сарăхма тытăнни çĕрулми «пиçсе» çитнине, унра типĕ веществосем тата крахмал çителĕклех пулнине кăтартать.

Аври типсен çимĕçе çĕрте нумай вырттармалла мар: кайран тĕмĕ ăçта вырнаçнине пĕлме кансĕр, кăларнă чухне кĕреçепе е сенĕкпе çĕрулмине касса сиенлетесси часах. Çĕрте нумай вырттарсан хăй çине тĕрлĕ инфекци пуçтарать.

Хуппине хытарма ăна кăлариччен эрне маларах çулса хумалла. Иртерех çулни ?2-3 эрне маларах% тухăçа палăрмаллах чакарать.

Кĕр çумăрлă, ăшă тăрсан çулăнмасăр юлнă авăр тĕпер хут шăтма тытăнать. Çитменнине, ун урлă чир-чĕр çимĕçе куçать. Çав хушăрах аврипе симĕс çулçинче тутлăхлă япаласем те пур. Çавăнпа çулас вырăнне хими хутăшĕпе - пăхăр купоросĕпе - типĕтетĕп. Вăл ÿсен-тăрана ытлашши шывран хăтарать, типĕтет. Авăрти тутлăхлă япаласем тымарçимĕçе куçаççĕ. Хуппи лайăх хытнипе кăларнă чухне çимĕç аманмасть, хĕл лайăх каçать. Çĕрулми кăлариччен 7-15 кун маларах 5 процентлă пăхăр купоросĕпе ?1 л шыва 50 г тăвар% сапсан çулçă сарăхса типет.

Кăларнă çимĕçе 1-2 сехет типĕтетĕп. Хĕвеллĕ çанталăкра хуппи пиçĕхме пултарать, ку вара упранассине чакарать. Кăларнă çĕрулмине çĕрле лаптăкра вырттармалла мар, ирхине-каçхине сивĕ пулсан шăнма пултарать.

Олег Теплов.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.