Комментари хушас

28 Ака, 2016

Тăпрана пусарса акатăп

Йăран хатĕрленĕ чухне çак меслете шута илме сĕнетĕп, вăл чылайăшне килĕшет пулĕ тетĕп.

Кирек мĕнле пахчаçимĕç вăррине акмашкăн та йăрансем çине йĕрсем — канавсем — тăватпăр. Çав йĕрсене йывăç пăрăс таткипе кăштах пусарса тухмалла. Çак канавсене вăрлăха акмалла та çиелтен кăпăшка тăпрапа /ăна лайăх çĕрнĕ тислĕкпе хутăштармалла/ хупласа тухмалла. Пусарса тухнă йĕрсенче вăрлăх тикĕссĕн выртать, шăтасса та харăсраххăн шăтса тухать. Кăпăшка тăпрана акнă чухне вара вăрăсем тикĕссĕн ÿкмеççĕ, хăшĕ-пĕри çĕре шалаллах анса каять, çавна май вăрлăх тикĕс шăтмасть.

Тăпрана пусарсассăн тăпра хăвăрт типсе каймасть, вăрлăха аялтан хăпаракан нÿрĕк те лайăхрах лекет. Тата ÿсен-тăран шăтса тухнă майăн тăпра пусăрăнасси те сахалрах. Кăпăшка йĕрсенче çĕр хăвăртрах типет, пусăрăннăçемĕн çамрăк калча тымарĕсем татăлма пултараççĕ.

Пусăрăнтарнă йĕрсенче çиелти кăпăшка тăпра вăрлăха лайăхрах ăшăтать, калча нÿрĕк лайăхрах илет, вăл çĕр аннăçемĕн аманмасть, çавна май ÿсен-тăран лайăхрах аталанать.

Галина ПРОКОПЬЕВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.