Комментари хушас

16 Çĕртме, 2016

Пахчаçимĕç лайăх ÿсĕ

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатăн 20-мĕш номерĕнче çĕпре шывĕпе шăварни помидоршăн лайăххине çырса кăтартнăччĕ. Çакна пĕлтересшĕн: çĕпре шывĕ помидоршăн çеç мар, пахчари мĕнпур йывăç-курăкшăн усăллă. Çĕпре шывĕ тымара вăйлă аталанма пулăшать. Тымар вăйлă пулсан вара, пурте пĕлетпĕр, çеçки-çулçи-çимĕçĕ те лайăх аталанаççĕ. Чир-чĕрпе кĕрешес хăвачĕ те палăрмаллах ÿсет.

Çĕпре шывĕпе пахчаçимĕç культурисене калчара чухнех шăварма юрать — калча тĕреклĕ те çирĕп пулать. Ирĕке йăран çине куçарса лартнă хыççăн та аптрамасть.

Çĕр çырлипе чечексемшĕн те, куçарса лартма хатĕрлекен хунав-сапаншăн та лайăх вăл. Ÿсен-тăрана ÿсме пулăшнине шута илсе çĕпре шывĕпе час-часах усă курма юрамасть. Çу каçипе 2-3 хутран ытла мар шăвармалла. Кĕр еннелле, утă уйăхĕн вĕçнелле, унпа шăварма кирлĕ мар.

Лартма уйăрнă хурлăхан, йĕплĕ çырла /крыжовник/ сапанĕсене тымарлантарма пĕр талăк çĕпре шĕвекĕнче тытмалла.

Хăяр, пăрăç, купăста та юра­таççĕ ăна. Çу каçипе 3 хутчен шăварма юрать.

Гладиолус, пион, кĕлчечек /роза/ чечекĕсене çĕпре шывĕпе апатлантарсассăн вĕсем вăрах чечекре лараççĕ, çеçкесем те пысăкрах тата тĕсĕсем те янкăртарах пулаççĕ.

Çĕпре шывне хатĕрлеме ансат. Тĕрлĕ рецепт пур. Пĕр рецептпа паллаштаратăп. 100 г чĕрĕ çĕпрене 10 л ăшă шыва ямалла, 2-3 апат кашăкĕ сахăр песукĕ хушмалла та 2-3 сехет, йÿçме пуçличчен, лартмалла.

Пулнă шĕвеке 1:5 шывпа хутăштарса шăвармалла. Çĕпре шывне çав кунах усă курса пĕтермесессĕн тепĕр кунне те юрăхлă. Ахаль шыва ытларах хушмалла çеç.

Владимир КАРПОВ,

пахчаçă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.