Туналăх тата çулçăлăх сельдерей
Иртнĕ номерте тымарлăх сельдерей пирки çырнăччĕ. Халĕ тунашăн тата çулçăшăн ÿстерекеннисем пирки сăмах тапратăпăр. Тачка та сĕтеклĕ, хăвăл мар туналлă сельдерейĕн симĕс тата шурă тĕслĕ сорчĕсене палăртаççĕ. Симĕс туналлисем - Флорида, Паскаль, Танго. Шуррисем - Золотой, Золотое перо, Латом. Шурă туналлисем тутлăрах тата çемçерех. Симĕс сортлă сельдерей тунине те шурăхтарма пулать. Çимĕçе пуçтарса иличчен пĕр уйăх маларах сельдерей тунине çулçине çеç хăварса çÿллĕ купаламалла. Тăпрана купалас ĕç чăрмавлă-тăк, тунана ал айĕнчи пĕр-пĕр тĕксĕм япалапа хуплама ансатрах. Тĕслĕхрен, тĕксĕм тĕслĕ пластик савăт тĕпне тата тăррине касса пăрахса пĕтĕм çеçкене, çулçăсене хăварса çÿлтен тăхăнтартса лартмалла, савăт хĕррине çĕре тăрăнтармалла. Савăта пăчкă кĕрпи е типĕ çулçă тултармалла. Картун хутпа е ахаль хаçатпа тунана темиçе хут çавăрса çыхмалла пулать, çулçисене хăвармалла.
Çулçăлăх сельдерее çулçишĕн çеç çитĕнтереççĕ. Унăн тунисем çинçе тата хăвăл, тымар çимĕçĕ пулмасть. Кăтра тата ахаль çулçăллисем пур.
Салат валли Парус, Захар, Нежный, Опчинский сортсем аван. Вĕсен тунисем кĕске, çулçă йăвă. Эвфейнгейский, Картули сортсем типĕтсе хĕл валли хатĕрлеме тата консервлама аван. Тымарлăх ÿстерекен сельдерейĕн çеçки-çулçи те типĕтме юрăхлă.
Çулçăллă тата туналлă сельдерейĕн вăрри питĕ вĕтĕ /1 грамра 3000 шт./. Ку йышши сельдерейсен те, тымарлăх ÿстерекеннисенни пекех, çимĕç парас тапхăр часах пуçланмасть. Вăрлăх хăвăрт шăтса тухмасть. Çавăнпа çулла маларах ешĕл çимĕç илес тесен вăрлăха калча тума нарăсра е пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех акмалла. Тымарлă сельдерей калчине пăхнă пекех пăхмалла.