Юратупа, пилпе çуралнисем - телейлĕ

Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Петр Васильевичпа Зинаида Федоровна Кариковсем 14 ача çуратса ÿстернĕ. Турра шĕкĕр, пурте ырă-сывă. Паян вĕсем тĕпренчĕкĕсемпе çеç мар, 27 мăнукĕпе тата 8 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев указĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ уйăхра Кариковсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орден парса чысланă. Çак чыса чăннипех тивĕçлĕ вĕсем.

Куç тулли савăнăç

Петр Васильевичпа Зинаида Федоровна кунçул сукмакĕпе 57 çул пĕрле утаççĕ. Пилĕк ывăлпа тăхăр хĕр кун çути кăтартнă вĕсем. Пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян ачисен ÿсĕмĕпе чăннипех савăнаççĕ ашшĕпе амăшĕ. Пĕртăвансем пĕрле пухăнсан кил-çурт кĕрлесе çеç тăрать. Пÿрт тулли - ача-пăча, куç тулли - савăнăç. Пĕр-пĕрне пулăшмалла-и е кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçламалла - Кариковсем кар! тăрса вăй хураççĕ. «Ĕнер ачасем килнĕччĕ те пахчари кишĕре кăлартăмăр, - терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ калаçăва пуçăннă май. - Вĕсемпе ĕç кал-кал пырать. Пысăк ĕçсене ачасемпе пурнăçлатпăр».

Ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлеççĕ Кариковсем. Акă хайхи ордена «çума», ашшĕ-амăшне чыслама, тав тума уçланкăнах пухăннă вĕсем. «Пурте пуçтарăннă самантсем пулман пирĕн, - сăмахне малалла тăсать Зина аппа. - Уявсенче хамăрăнах пĕр урам машина пулать».

Вĕсен ачисем тĕнче тăрăх сапаланнă. Çапах та ытларахăшĕ тăван кĕтесрех тĕпленнĕ: çиччĕшĕ - ялта, ыттисем Якутире, Молдавире, Чĕмпĕрте, Шупашкарта. Ывăлĕсем ют çĕрте йăва çавăрнă пулсан та тăван тăрăхрах пÿрт лартнă. Апла пулсан ватлăх çулĕсене ялтах ирттересшĕн вĕсем. Çакă ашшĕ- амăшне хисеплени, тăван тăрăха юратни, ялйыша сума суни, йăла-йĕркене пăхăнни мар-и?

Чăваш йăлипе ывăлĕсене пурне те кил-çурт çавăрма пулăшнă аслă Кариковсем. 14 ачине те туй туса пĕрлештернĕ. Кĕçĕнни Ирина нумаях пулмасть качча кайнă. Ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскерсем каярах спортпа туслашнă. Тĕрлĕ енпе кăсăкланаççĕ вĕсем. Мăнукĕсем те спорта юратаççĕ. Кариковсен çемйинче паян ÿнерçĕ, столяр, платник, суту-илÿ ĕçченĕсем пур.

Ĕçпе пиçĕхнĕ

Паллах, ача ашшĕ-амăшне сăнаса çитĕнет, унран вĕренет, тĕслĕх илет. Петр Васильевичпа Зинаида Федоровна ĕмĕрĕпех «Красное Знамя» колхозра ĕçленĕ. Кил хуçи 32 çул склад заведующийĕнче вăй хунă, мăшăрĕ - тĕрлĕ ĕçре. Ачисене те пĕчĕклех хăйпе пĕрле уй-хире çум çумлама илсе çÿренĕ. «Ун чухне ялйыш Тутарстан, Чĕмпĕр облаçне çум çумлама çÿретчĕ. Эпĕ те ачасене ертсе каяттăм. 20-шер гектар çумлаттăмăр. Пĕринче вара 28 гектар илтĕмĕр. Ирхине 4-ран пуçласа каçхине 10-11сехетченех ĕçлеттĕмĕр. Укçа та, машини-машинипе тырă та илсе килнĕ. Пĕррехинче Тутарстанран пирĕн çемьене лаша парса ячĕç», - иртнине куç умне кăларчĕ Зина аппа.

Ĕç йĕркине, çăкăр хакне пĕчĕклех пĕлсе ÿснĕ ача вăрă-хурах, нĕрсĕр çын пулма пултарать-и? Паллах, çук. «Вĕсем хирĕç тавлашнине, мана итлеменнине астумастăп эпĕ. Пĕр-пĕрне пăхатчĕç, пĕрлех çывăратчĕç. Кравать çине ура вĕçлĕ выртатчĕç. Хĕсĕк пулнă, çапах çапăçман», - чунне уçрĕ хĕрарăм.

Пирĕн калаçăва Петр Васильевич та хутшăнчĕ. «Ара, халĕ садикре те ун чухлĕ ача çук пулĕ», - терĕ вăл шÿтлесе.

Кариковсене 14 ачана пăхма çăмăл пулман. Ĕçе çÿренĕ, выльăх-чĕрлĕх тытнă, кил-çурта тирпейленĕ, ача-пăча çитĕнтернĕ. «Ачасене мунчара эпĕ çăваттăм, мăшăр вĕсене киле йăтса каятчĕ. «Хăçан хăвăр çăвăнма тытăнăр-ши?» - тесе калатчĕ. Çитĕнчĕç, тăван килтен те тухса кайрĕç», - малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи.

«Ылтăн мăшăр»

Зинаида Федоровна хăй вăхăтĕнче «Ача амăшĕн мухтавĕ» ордена тивĕçнĕ. 1977 çулта вара ăна «Ача амăшĕ героиня» ята парса чысланă. 2006 çулта Кариковсем ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви йĕркеленĕ «Ылтăн мăшăр» программăна хутшăнса диплома тивĕçнĕ.

57 çул пĕрле пурăнакан çемьерен туслăх, юрату пирки сĕнÿ-канаш ыйтмасăр тÿсеймерĕм. «Ялан пыл та çу пурăнман ĕнтĕ, - терĕ туслă мăшăр. - Чăркăшса илнĕ хыççăн пĕр-пĕрне каçарнă, малаллах савăк кăмăлпа пурăннă. Килĕшÿсĕр çемьере 14 ача çитĕнеймест. Вĕсене кун çути панисĕр пуçне ÿстермелле, çитермелле, тăхăнтартмалла».

Ку сăмахпа кашниех килĕшет, паллах. Ара, пĕр самантрах 14 кашăк яшка-пăтă ăсăнать савăтран, 14 касăк çăкăр касăлать. 14 ача кĕпи-йĕмне çумалла хĕрарăмăн... Тăван çĕршыв валли чăн-чăн пăхаттирсемпе чиперуксем çуратса ÿстернĕ Кариковсене тав тăвас килет манăн. Çакнашкал маттур çемьесем пуртан республика та, çĕршыв та çирĕп.

Шел, Петр Васильевичăн сывлăхĕ хавшак. Ури ыратнăран урама тухса çÿреймест. Мăшăрĕ пăхса пурăнать ăна. Вăхăтра эмел парать, апат çитерет, мунчара çăвăнма та пулăшать. Савăнăçа, хуйха-суйха, пурнăç йывăрлăхне пĕрле пайланăскерсем ĕмĕр тăршшĕпех юнашар пулĕç. Çамрăк чухнехи пекех шăкăл-шăкăл калаçса кун ирттереççĕ вĕсем, ачисене кĕтеççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса пурăнаççĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.