"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Чăваш наци конгресĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл — тĕнче тăрăх саланнă чăвашсене пĕрлештересси. Çак тĕллеве тĕпе хурса пурнăçланă ĕç-хĕл шутĕнче пĕлтĕр — Крым Республикинче, кăçал Иркутск облаçĕнче ирттернĕ Акатуйсене палăртас килет.

Облаçри чăвашсене альманахăн пĕр номерне халалланă

Чăваш ялĕсенче мĕн авалтанпах нимелле ĕçленĕ: кÿршĕ-арша пысăк йышпа çĕнĕ пÿрт хăпартма пулăшнă. Малтан пĕрин валли лартнă, унтан — теприн валли… Çапла пурăнмалли кĕтес кирлисем ял тăрăшнипе хăвăртах çурт-йĕрлĕ пулнă. Пысăк ытти ĕçе те ниме мелĕпе пурнăçланă.

Чăваш наци çи-пуçĕ, капăрчăкĕ, тĕрри-эрешĕ çав тери нумай вăрттăнлăх упрать. Ĕмĕртен ĕмĕре, йăхран йăха куçакан çав асамлăх мĕнешкел пуянлăх пулнине, тĕрĕссипе, паян эпир ăнкарса та çитерейместпĕр. Çав вăхăтрах наци тумĕн кашни япалипех пĕр-пĕр çын ăраскалĕ, аса илĕвĕ çыхăннă.

Pages

Subscribe to "Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем