"Çулсем-йĕрсем" чунçÿрев пархатарĕ
Кăçал Раççейре - Литература çулталăкĕ, Чăваш Республикинче К.В.Иванов çулталăкĕ пулнине шута хурса Чăваш наци музейĕнче «Çулсем-йĕрсем» чунçÿрев - пултарулăх десанчĕ йĕркеленчĕ. Чунçÿреве пĕр шухăшлă, пĕр кăмăллă чунташсем пуçтарăнчĕç.
«Чунçÿрев» - чун ыйтнипе çул-çÿреве тухнине пĕлтерекен çĕнĕ сăмах. «Чунташ» сăмах - «юлташ», «хурăнташ», «çулташ», «тавраш» сăмахсен пĕлтерĕшĕсемпе пĕртăванлă. Çакă икĕ сăмах манăн чуна çич-сакăр çул каяллах кĕрсе вырнаçрĕç. Чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕн ертÿçи Олег Цыпленков çулсеренех йĕркеленипе чăвашсен сăваплă вырăнĕсене, /авал пурăннă, халĕ те пурăнакан çĕрсене/ çитсе курма хатĕр пысăк ушкăнпа тухса çÿреме пуçланă вăхăтсенчех. Олег Михайловича çак пуçарушăн пилĕкрен авăнса пуç таятăп. Чунçÿреве кайса килнĕ чунташсем чунĕпе пуянланаççĕ, чăваш халăхĕн авалхи çулĕ-йĕрне пулас ăрусем валли такăрлатаççĕ.
Хамăрăн чунçÿреве - «Çулсем-йĕрсем» творчество десантне кăçалхи литература уявĕсене тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕпе Канаш хулин 90 çулне халалласа йĕркелерĕмĕр. Малалла вулас...
Комментари хушас