Уй-хир тулли тырри-пулли

28 Çурла, 2015

- Шыраса тупайăр-ши вĕсене? - иккĕленчĕ Муркаш районĕнчи «Герой» хуçалăх ертÿçи Галина Иванова эпир уй-хире, тырă вырнă çĕре каяссине пĕлтерсен. Унтан вăхăчĕ хĕсĕккине пăхмасăр пире хăй хыççăн пыма ыйтрĕ те çăмăл машинине хускатрĕ.

Икĕ-виçĕ уй, çырма урлă та каçрăмăр, анчах комбайнсем курăнмарĕç. «Сарă тинĕс» хĕрринчи пысăк машинăна курсан тинех чарăнтăмăр.

Вениамин Ердуков водитель комбайн бункерĕ туласса кĕтет. Груз турттармалли машини те хăйĕнех-мĕн. «Тимĕр-тăмăртан ăсталанăскер. Хăлтăр-халтăр пулсан та чупать-ха, ĕçсĕр лартмасть», - терĕ вăл техникине мухтаса. Калаçса тăнă май айлăмран хăпаракан уй-хир карапĕсем те курăнчĕç. Владимир Никифоров «Агрос 530», Владимир Степанов «Дон 1500» комбайнсемпе 50 гектар çинчи çурхи урпана выраççĕ. Лаптăкра çумкурăк курăнмасть. Тулли пучахсем çĕр ĕçченне тав тунăн пуçĕсене уснă.

- Сирĕн уйсем таса, пăхса ытараймăн, - палăртрăмăр эпир.

- Çумкурăкран хăпма гербицидпа усă куратпăр. Хаклă, анчах мĕн тăвăн, ячĕшĕн сухаласа акса хăварас килмест. Тар тăкнă май тухăç, тупăш илесчĕ.

Улăма вĕтетсе лаптăкрах сапаласа хăвараççĕ.

- Арендăна илнĕскер ку, аякра пирки улăма турттарма чăрмавлă, тăкаклă, - ăнлантарчĕ ертÿçĕ.

Тухăç савăнтарать: гектар пуçне вăтамран 25 центнер ытла. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 700 гектар ытларах йышăннă, çав шутра кĕрхисем 247 гектар. Кĕрхи тахçанах пÿлмере ĕнтĕ. Çурхи культурăсене вара кăштах каярах вырма тухнă.

- Тырă пиçсе çитессе кĕтрĕмĕр. Нумай юлмарĕ ĕнтĕ вăл, сентябрь тĕлне вырма вĕçленмелле, - терĕ Галина Никитична.

Пĕр комбайн бункерĕ тулчĕ пулас, чарăнчĕ. Çĕр ĕçченĕсемпе çывăхарах паллашма эпĕ те водительтен юлмарăм. Акă техника хир карапĕпе юнашар вырнаçсанах сап-сарă тырă прицепа тулма тытăнчĕ.

- Комбайн путмасть-и? Çумăр чарăнма пĕлмест вĕт, - сăмах хускататăп механизаторпа.

- Пирĕн тăрăхри тăмлă уйсенче çумăр çусан та хăвăрт типет. Çавăнпа ытлашшиех чăрмантармарĕ, - кăмăллăн пĕлтерчĕ Владимир Никифоров.

Вăл Шупашкарта çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра вăй хурать иккен. Ĕççи вăхăтĕнче вара хăй шутĕнчен отпуск илсе тăван хуçалăхра ака-сухана, вырмана хутшăнать. Çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех уй-хиртен кĕме пĕлмест: «Çуллана хулара ирттерес килмест. Ялтах пурнăç аван». «Тен, яла пуçĕпех куçмалла?» - тĕпчетĕп унран. «Шел, хĕлле хуçалăхра ĕç сахал, - хуравларĕ çамрăк арçын.

Хастар çынна çĕнĕ техника шанса панă. Тăваттăмĕш çул вăл унпа вырмана хутшăнать. «Кабинăра таса, кондиционер ĕçлет. Анлă тинĕсре чаплă карап тытса пынăнах туйăнать», - хакларĕ вăл техникăна. Кунĕпе кабинăра пĕчченех пулин те кичем мар ăна, иртен пуçласа каçченех радио итлет, пурнăç таппинчен юлмасть.

Кĕçех тулли машина йĕтем еннелле çул тытрĕ. «Сарă ылтăнран» эпир те юлмарăмăр.

Йĕтем çинче вăй хуракансем 5-6-ăн кăна. Хĕрарăмсем уйран кĕнĕ тырра алласа тасатнă хыççăн типĕтме ăсатаççĕ. Типĕтмелли оборудовани те юнашарах. Икĕ агрегат хушшипе сап-сарă тырă купи тăсăлать. Елизавета Григорьева, Алина Иванова, Лира Бурцова, Ольга Кузьмина, Лидия Сорокина аллисенчи йывăç калаксем вылянса кăна тăраççĕ. Куç умĕнчех купа чакса пырать.

- Сахал йышпах мĕнле ĕлкĕрсе пыратăр? - тетĕп вĕсене.

- Унччен пирĕн йыш пысăкчĕ. Сменăпа та ĕçленĕ. Тырă типĕтекен çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă хыççăн палăрмаллах çăмăл.

Кĕрлесе те тусан вĕçтерсе ларакан ТКМ-25 агрегата хуçалăх иртнĕ çул 3 млн тенкĕпе туяннă. Хăйсен укçи-тенки çитейменнипе кредит илнĕ. Унччен кунта та ĕлĕкхи КЗС текеннипех усă курнă-мĕн. Вăл кунне 20-30 тонна типĕтнĕ пулсан, çĕнни - 50-60 тонна яхăн. Уйран кĕнине каçччен йăлтах типĕтсе кĕлете хываççĕ, купара вырттармаççĕ.

- «Свобода» хуçалăха та 100 тонна тырă типĕтсе патăмăр, - пĕлтерчĕ Вера Малеева весовщица.

- Кăçал тырă нÿрлех мар. Çумăрлă çанталăкра тăкакĕ те ÿсет-çке, - калаçăва хутшăнчĕ патвар хĕрарăм. «Сарă ылтăн» пÿлмин хуçи иккен вăл. Кĕлете чĕртавар кĕнипе Валентина Соловьевăн та кăмăлĕ савăк. Икĕ-виçĕ çул каялла кăна-ха пенсие тухсанах ĕçлеме пăрахассине пĕлтернĕ вăл. Хĕрÿ тапхăрти чăрмавсем, тыр-пула типĕтсе ĕлкĕрейменрен çĕрĕпе ĕçлеме тивни ывăнтарса-йăлăхтарса çитернĕ ăна. Хăватлă оборудовани хута кайнă хыççăн кăмăлĕ улшăннă: «Лару-тăру лайăхланчĕ те татах ĕçлес килет», - тесе кăлтăртатса кулса ячĕ хĕрарăм.

Кĕлетсем тырăпа тулсах пыраççĕ. Анчах хуçалăх пĕр килограмне те сутман-ха. Çав хушăрах ертÿçĕ хуçалăх нушишĕн укçа кивçен шырани тĕлĕнтерчĕ ?телефонпа калаçнине ăнсăртран илтме тÿр килчĕ - авт.%.

- Ура айĕнче «укçа» выртнă чухне мĕншĕн кивçене каятăр? - кăсăкланатăп эпĕ.

- Сутма пулĕ-ха, анчах йÿнĕрех çав. Кăçалхи вырма ĕçĕсем иртнĕ çулхинчен икĕ хут тăкаклăрах, тырă хăйхаклăхĕ те пысăк. Ара, минерал удобренийĕ, гербицид, çунтармалли-сĕрмелли материалсем тата ытти палăрмаллах хакланчĕç. Пирĕн те çичĕ хут тар кăларса туса илнĕ тухăçа йÿнĕпе парас килмест, - хаш сывларĕ Галина Иванова.

Вырмапа пĕрлех кĕрхисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Кăçал вăл 200 гектар пулмалла. «Иккĕмĕш çăкăра» та кăларма вăхăт. Нумаях мар вăл, 10 гектар çеç. Хĕрлĕ кăшман лаптăкĕ те çавăн чухлех. Çĕрулми кăларма копалкăпа çеç усă курасшăн-мĕн. Комбайнĕ те юсавлă, сăлтавĕ урăххинче: çак тăрăхри шкулсем халех «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарма тухассине пĕлтернĕ. Вĕсем столовăй валли йÿнĕпе апат-çимĕç хатĕрлесшĕн. «Мĕнле хирĕçлĕн? Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче сахал мар пулăшнă. Тата çамрăксене хуçалăх ĕçне халĕ явăçтармасан кайран яла юлакан та пулмĕ», - пĕтĕмлетрĕ ертÿçĕ.

- Техника, ĕçлекенсем пур чухне çĕрулми лаптăкне пысăклатмалла, тен?

- Хуçалăх пĕчĕк, усă куракан çĕрсем сахалрах. Пурне те акса-лартса пĕтерсен выльăх-чĕрлĕхе мĕнпе тăрантармалла? Кĕтÿ çÿретме те вырăн кирлĕ.

Калаçса тăнă хушăрах сисмерĕмĕр, тÿпене каллех хура пĕлĕтсем карса илчĕç. «Эх, йĕркеллĕ ĕçлеме памасть ку çанталăк, - пăшăрханчĕ Галина Никитична.

Эпир ĕçченсене чăрмантарас мар тесе сывпуллашса çула тухрăмăр.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.