Комментари хушас

29 Çурла, 2015

Ашшĕ-амăшне ĕç майне пĕлмен ертÿçĕ çеç «çаратать»

"Пĕрремĕш класа каякан ачасен ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче Вова Сидоровăн ашшĕнчен вăл ăçта ĕçленине, шкул валли мĕн туса пама пултарнине ыйтнă. Арçын хăй прокурор иккенне пĕлтерсен... шкула пачах та нимĕн те кирлĕ марри паллă пулнă". Интернетри пĕр кулăш ку. Унăн пĕлтерĕшне ăнлантăр пулĕ тетĕп. Çапла, ача сачĕпе шкулта тĕрлĕ сăлтавпа укçа пухни çинчен. Ывăл-хĕрĕ, мăнукĕ вĕренÿ тĕрлĕ учрежденине çÿремен çынсене çеç пăшăрхантармасть-тĕр ку ыйту. Ыттисен вара пуç хыçмалăх пурах. Авăн уйăхĕ çывхарнă май - пушшех те.

Ара, ачасене шкула пуçтармалла-çке. Çĕнĕ тумтир, атă-пушмак туянмалла. Вĕренÿ хатĕр-хĕтĕрĕ те йÿнĕ мар. Чылайăшĕ ывăл-хĕрне парта хушшине ларма хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Паян хаксем "çыртмаллах" ĕрĕхнĕ чухне, тен, теприсем кирлĕ япаласене пĕтĕмпех илсе те ĕлкĕреймен-тĕр. Виççĕмĕшĕсем уява кайма ачине çĕнĕ кĕпе тăхăнтартма май тупайманран пĕлтĕрхинех янтăларĕç ахăр. Çапла, самана перекетлĕ те пулма хистет.

"Хĕрачана 1-мĕш класа кайма пуçтартăмăр. Качча панăнах туйăнчĕ", - ахальтен мар çапла шÿтлет ашшĕ-амăшĕ. Вунпĕр çул вĕрентме, професси пĕлĕвĕ пама тивет - ку нухратпа пĕр туй кăна мар сиктерме пулĕ.

Унсăр пуçне çулталăк тăршшĕпех вăл е ку сăлтавпа укçа пухаççĕ-çке! Сахал мар темелле. Уявра вĕрентекен валли парне кирлĕ. Юсав ĕçĕ ирттерме патшалăх уйăраканни темшĕн çитсе пымасть.

"Пĕр ача ашшĕ-амăшĕнчен вăтамран 5 пин тенкĕ пуçтарнине пĕлетĕп. Класра 30 ача пулсан пĕр пÿлĕме юсама çеç 150 пин пухăнать. Вунă пÿлĕм валли çулталăкра пĕр шкул кăна ашшĕ-амăшĕнчен 1,5 миллион тенкĕ пухать! Йĕркесĕрлĕх!" - палăртнă ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов республикăри МИХсене панă интервьюра.

Çавăн пекех юлашки çулсенче вĕренÿ тытăмне пысăк укçа хывнине, унпа шкулсенче тĕплĕ юсав ирттернине, çуртсен тăррисене, чÿречесене улăштарнине, спортзалсемпе туалетсем тунине, котельнăйсене çĕнетнине палăртнă министр. Чăн та, çак ĕçсене туса ирттереççĕ. Хирĕçлеме сăлтав çук.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче /ун чухне - ЧР Пуçлăхĕ/ çапла каланăччĕ: "Юлашки виçĕ-тăватă çулта вĕренÿ тытăмĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. 2014 çулта çак сфера валли каякан тăкаксем, 2009 çулхипе танлаштарсан, 1,8 хут ÿсрĕç тата 14,9 миллиард тенкĕпе е ЧР пĕрлештернĕ бюджечĕн калăпăшĕн 31,2 проценчĕпе танлашрĕç".

Çак мулăн пĕр пайĕпе шкулсенче юсав ĕçĕсем ирттерме усă курнă паллах. Акă кăçал кăна вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленĕ май мĕнпур бюджетран 670 млн тенкĕ уйăрнă. 104 организацире тĕплĕ юсав ирттернĕ, 29 ялти шкулта спортзалсене çĕнетнĕ, "Доступная среда" федераци программине пурнăçланă май 31 шкулта сусăр ачасене инклюзивлă майпа вĕрентме майсем хатĕрленĕ.

"Шкулсен пурлăхне упрама хăйсен укçа çитменни - йĕркесĕрлĕх. Хуçалăха тытса пыма пултаракан ертÿçĕсем çитмеççĕ-тĕр. Тĕрлĕ шкулта пĕр пек условисенчех лару-тăру пачах расна. Хăш-пĕр çĕрте юсав çулсерен ирттереççĕ, теприсенче - çук. Манăн шухăшпа, ертÿçĕ урăх мăйсем шырама пĕлмен-пултарайман шкулсенче çеç укçа ашшĕ-амăшĕнчен пуçтараççĕ.

Ашшĕ-амăшне "çаратни" - айăпламалли пулăм. Шкул ыйтăвĕсене директорсем ашшĕ-амăшĕн укçипе татма хăтланни - саккунсăр. Çавăнпах кашни тĕслĕхе тишкеретпĕр. Прокуратурăна та явăçтаратпăр", - тет вĕренÿ министрĕ маларах асăннă интервьюрах.

Паллах, кашни хăй тĕллĕн пулăшма кăмăл туни - урăх пулăм. Анчах вĕсен ыттисене хистемелле мар.

Шел, эпир пурте прокурор мар. Ун чухне, шÿтри пек, ачамăрсем çÿрекен вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕр ыйту та пулмĕччĕ, ытлашши укçа та пухмĕччĕç. Тĕрĕссипе, çакă хамăртан та килет. Пĕри те тепри саккуна пăхăнсан, пирĕн çине хăяккăн пăхасран хăрамасан ыйту çивĕчлĕхĕ те чакĕччĕ. Ачамăрсене ыттисенчен уйăрасран, кÿрентересрен хăратпăр çав. Çавăнпах шăл çыртсах укçа кăларса хуратпăр та...

Татьяна НАУМОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.