Кĕрсе тухăр хăнана...
Çĕнĕ çул çывхарса килет. Тавралăха уяв сăнĕ çапрĕ. Ачасем Хĕл Мучипе Юр пикерен парне кĕтеççĕ.
Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнче клуб çук. Апла тăк ял-йыш каçсерен килтен тухмасăр пурăнать тетĕр-и? Йăнăшатăр. Уявсене урамрах ирттереççĕ вĕсем. Çулла ташă каçĕ йĕркелеççĕ - ирчченех юрă-кĕвĕ янăрать. Çĕнĕ çулта çÿллĕ капăр чăрăш тавра çĕрĕпех саркаланаççĕ. Уяв программи яланах интереслĕ вĕсен.
Хĕл Мучин вырăнти академийĕ шăнкăрав йышăнма пуçланă. Асамлă юмаха ĕненекенсем ача садĕнчен тухсан та киле каясшăн мар. Вĕсен библиотекăри Хĕл Мучин «шаннă çыннисемпе» тĕл пулмалла, мĕнле парне кĕтнине каламалла-çыртармалла. «Пирĕн çыру Хĕл Мучи патне вăхăтра çитĕ-ши? Кашнинех вулама ĕлкĕрĕ-ши вăл?» - канăç çухатнă пĕчĕкскерсем. Вĕсене, паллах, пурте лăплантараççĕ. Уявра никам та парнесĕр юлмĕ!
«Хĕл Мучи ытла хаклă япала илеймест», - асăрхаттараççĕ унăн пулăшаканĕсем. Ачасем çакна хăйсем те ăнланаççĕ. Пĕрне - 29-мĕш виçеллĕ кĕрен пушмак, теприне - караоке-кĕнеке, виççĕмĕшне пукане кирлĕ. Çулталăк вĕçнелле çак список самаях вăрăмланĕ.
«Парне илсе килекенсене мĕнле кĕтсе илмелле?» - ку та шухăшлаттарать ача-пăчана. Çакна та вăхăтра татса памалла, уçăмлатман пĕр ыйту та хăварма юрамасть. «Ун чухне атте-анне сĕтел çине темĕн те пĕр хатĕрлесе лартать. Апат-çимĕç енчен аптăрамăпăр. Хĕл Мучие эрех ĕçтермелле мар, унсăрăн вăл Энĕшпуç станцине çитеймĕ, пуйăспа ларса каяймĕ. Ăна валли ятарласах улма-çырла сĕткенĕ илес пулать», - хăна кĕтекенсен калаçăвне вăрттăн итленĕ аслисем. Тĕрĕсех, уявра эрехсĕрех савăнма пулать.
Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн вырăнти ертÿçи Галина Семенова 41 çул ытла библиотекăра тăрăшнă. Çак вăхăтра çĕр-çĕр, пин-пин мероприяти ирттернĕ. Кăçалтанпа ĕçлемест пулин те кашни кунах çакăнта килет. Хăнăхнă йăлапа пĕр самантрах Хĕл Мучие çаврăнчĕ вăл. «Çăвара хут чикетĕп те шăлсăр ватă майлах калаçатăп», - вăрттăнлăхне уçать хĕрарăм. Капла ăна никам та палласа илеймĕ.
Галина Соластей ал ăсти Кикимора е Яга карчăк çи-пуçне тăхăнать те пуçлать халăха тĕлĕнтерме. Хуруй ял клубĕн пуçлăхĕ Ольга Яковлева «Çулталăк Юр пики» ят çĕнсе илнĕ. Хальхинче Юр пĕрчи тумтирĕпе тухрĕ вăл урама. Энĕшпуç библиотека ертÿçи Людмила Иванова Юр пике тивĕçне хăйĕн çине илчĕ.
Уяв кăмăлĕ парнелекенсене курсан пĕтĕм машина сас парса иртет. Вăрмартан çÿрекен автобус водителĕ пассажирсене саламламашкăн ятарласах салона чĕнсе кĕртет вĕсене.
Юмах сăнарне çаврăнакансен кĕçех тĕп ĕç пуçланĕ. Вĕсем килрен киле çÿресе ачасене савăнтарĕç. Халĕ вара çулталăк тăршшĕпех ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне итлекенсем сăвă, юрă, ташă вĕренеççĕ. Шăпăрлансем аякран килекенсене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнласшăн.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас