Чăваш эстрадинче «Хурăнташ» ушкăн ертÿçи Денис АНТИПОВ пек лăпкă та сăпайлă, ытлашши сăмах ваклама юратман яш çук та пулĕ. Çут çанталăк ăна кÿрентермен: яштака пÿ-си, хĕвеллĕ сăн-пит, илĕртÿллĕ кулă, сапăр сас панă. Çирĕп кăмăл, каланă сăмаха тытма пĕлни, пуçланă ĕçе вĕçне çитерни... Çаксем йăлтах пур Денисăн.
Çĕнĕ комментарисем