Гороскоп

2017 çулта Хĕрлĕ Автан хуçаланĕ. Ку кайăк паттăр та харсăррине шута илсен çитес çул пуриншĕн те кĕтменлĕхсемпе пуян пулĕ. Чи кирли — пурнăçăн хăть те мĕнле улшăнăвне те çăмăллăн йышăнмалла.

Автан вĕçкĕнленме юратать, хăйне кăтартма тăрăшать. Сирĕнтен те çавнах кĕтет, çавăнпах ним хăрамасăрах тĕрлĕ тум тăхăнăр, сăн-сăпата улăштарăр. Палăртнă нормăсене мар, кăмăл-туйăма мала хурса пурăнакансен те ăнăçу пулĕ.

Хĕвелтухăç календарĕпе килĕшÿллĕн, 2017 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнчен Хĕрлĕ Автан çулĕ пуçланать. Вăл кашнин валли нумай кĕтменлĕх илсе килĕ. Чи пĕлтерĕшли — кирек епле улшăнăва та философ евĕр йышăнмалла. Кахалланма хăнăхманнисене Автан карьерăра пулăшать — тупăшлă ĕç, сĕнÿ йăтăнса тăрĕç. Анчах васкамалла мар, илĕртÿллисенчен пĕрне, чун турт­нине, суйламалла. Малалла вулас...

Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕнĕ уйăх пулать тата çак кун хĕвел тĕксĕмленет. Ку пирĕн тăрăхра курăнмасть-ха, анчах çак кун чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансен сывлăхне сиенлĕ витĕм кÿме пултарать. Çавăнпа пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче лăпкă пулни, типĕ тытни вырăнлă. Малаллахи кунсенче, пуш уйăхĕн 23-мĕшĕччен, уйăх хушăнса пынă тапхăрта, сывлăха çирĕплетме кашни кун уçăлса çÿремелле, сывлав гимнастики тумалла. Уйăх вĕçĕ тасатакан процедурăсем тума меллĕ.

Сурăх Овен

Халĕ Тухăç гороскопне тишкерер.

Унăн икĕ палли - Йĕкехÿре тата Аçтаха - Упăтепе пĕрле ылтăн виçкĕтеслĕх йĕркелеççĕ. Йĕкехÿрене ĕçре те, çемьере те ырă хыпарсем кĕтеççĕ. Анчах та унăн хутшăнусене татмалла мар - каярахпа çакă инкекпе вĕçленĕ. Аçтахан каялла чакма вĕренмелле, унсăрăн телейне хăех таптĕ.

Хĕвел тухăç календарĕпе килĕшÿллĕн çи­тес çул Хĕрлĕ упăте хуçаланĕ. Вăл çул çÿреве, сăрт-тупа илемлĕ тавралăха кăмăллать. Çитес çулта пысăк плансем пурнăçа кĕртессишĕн ытлашши ан çунăр: Упăте пур-пĕрех хăйĕнни пек тăвĕ. Ан манăр: вăл та тĕнчере юратупа килĕшÿ хуçаланччăр тесе тăрăшать. 2016 çул хуçинчен мĕн кĕтмелле? Вăхăт кăтартĕ. Хальлĕхе çăлтăрсем мĕн сĕннипе паллашар.

Pages

Subscribe to Гороскоп