Ачасем Хĕл Мучирен мĕн ыйтаççĕ?

Аслă Устюг хулинче асамлă почта уйрăмĕ пур, Хĕл Мучи патне çырнă мĕн пур çыру унта лекет. Çулсеренех 200 пин ытла çыру йышăнать вăл. Тен, чылайăшĕ почта адресне пĕлмест те пулĕ - кирлĕ çĕре «Хĕл Мучие» тесе кăтартнипех çитет. Хĕл Мучи почтин филиалĕсем Чăваш Енре те уçăлчĕç. Вĕсенчен пĕри Шупашкарти В.Маяковский ячĕллĕ библиотекăра ĕçлерĕ. Раштавăн 24-мĕшĕ тĕлне Хĕл Мучин пулăшуçисем 1400-е яхăн çыру йышăнчĕç. Мĕн кĕтеççĕ-ха уявăн тĕп асамçинчен, мĕн пирки ĕмĕтленеççĕ ачасем? Çакна пĕлес тĕллевпе эпĕ те юмахри почта уйрăмне çитсе çырусемпе паллашрăм.

Шантарсах калатăп: пĕр хут таткине те, ÿкерчĕкпе сăвва та асăрхамасăр хăвармаççĕ, мĕншĕн тесен унта чи вăрттăннине пĕлтернĕ-çке. Кунсăр пуçне пулăшу ыйтакансем те, савăнăçĕпе çитĕнĕвĕсем пирки пĕлтерекен те пур. Чи малтанах юмахри почта ырă çырусен хуçисене, ĕçе чуна парса пурнăçланисене хавхалантарать. Çапах адресне лайăх палăртман пирки хурав пама май килменнисем те пур. Малалла вулас...

Алина ИЗМАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.