Спортпа туслă пулни Кремле çитме çул уçать
Кашни шăпăрлан кĕтекен Çĕнĕ çул - чи асамлă уяв. Шăпах ун чухне ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççĕ. Пĕри Хĕл Мучирен тетте ыйтса илет пулсан тепри çемье ăшшине туясшăн. Ĕмĕтсем расна. Чылайăшĕ кăçал ырă ĕçсем тунă, дневникри «5» тата «4» паллăсемпе ашшĕ-амăшне савăнтарнă, медальсемпе Хисеп хучĕсен пухмачне пуянлатнă... Шăпах унашкаллисен Мускаври Кремльте иртекен елкăна хутшăнмашкăн шанăç пысăк. Ара, унта кайма маттуррисенчен маттуррисене суйлаççĕ-çке. Çĕршыври тĕп елкăна Чăваш Енри ачасем çулленех хутшăнаççĕ. Раштавăн 24-мĕшĕнче 46 шăпăрлан пуйăса ларса çĕршывăн тĕп хулине кайнă. Кремльти елкăра ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем, «5» паллăпа çеç вĕренекенсем, нумай ачаллă çемьере çуралнисем, тĕрлĕ конкурс-олимпиада çĕнтерÿçисем юрласа-ташласа савăнаççĕ. Çапăçусене хутшăннă ашшĕ-амăшĕн ачисем те Раççей шайĕнчи пысăк уява çитсе килеççĕ. Президент елкинчен мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăнаççĕ? Унта мĕнпе тĕлĕнтереççĕ? Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш шкулта вĕренекен Валерия Федорова кун çинчен хаваспах каласа кăтартрĕ. Малалла вулас...