Фотоконкурс

22 Нарăс, 2018

«Тăхтав вăхăтĕнче»

«Тантăш» тусĕсем, пирĕн юратнă шкул ачисем. Эсир вĕренекен пĕлÿ çуртĕнче тăх¬тавра кăсăклă самант нумай пулать. Шкул мыскари — чи кулăшли. Эпир те шкул ачи пулнă — пĕлетпĕр. Çакăн йышши саманта сăн ÿкернисем кашнинех пур-тăр. Çавна май эпир «Тăхтав вăхăтĕнче» фотоконкурс йĕркелеме шухăшларăмăр. Сăн ÿкерчĕкре «Контактра» социаллă сете «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăна е редакцин электрон почтине tantas@list.ru адреспа ярса памалла. Çырура сăн ÿкерчĕке сăнлама, сăнарсемпе паллаштарма ан манăр.

15 Нарăс, 2018

Ырă ĕç тăвар-и?

Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкул вĕренекенĕсем «Йĕлтĕр йĕрĕ-2018» чупăва хастар хутшăнчĕç. Кăçал вĕсем мала тухассишĕн тупăшрĕç кăна мар, волонтер пулса ăмăртăва ирттерме те пулăшрĕç. Хĕрсемпе каччăсем трассăна илемлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене финишра кĕтсе илчĕç, шăнса кайнисене чейпе сăйларĕç.

22 Нарăс, 2017

«Манăн анне»

Татьяна Иванова Шупашкарти 55-мĕш шкулта социаллă педагогра ĕçлет. Хăйĕн валли яла­нах çĕннине уçма тăрăшать. Хĕрĕ Милена кĕçех 4 çул тултарать. Хĕр пĕрчи питĕ калаçма юратать, çавăнпа ун­па кирек ăçта кайсан та — театра, лавккана, музея — интереслĕ. Милена амăшне пулăшма юратать: вĕтĕ кукăль çупать. Амăшĕпе хĕрĕ пĕрле ÿкерме те кăмăллаççĕ.

19 Кăрлач, 2017

«Манăн анне»

Анне кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çакна тата кăçал Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе хаçатра «Манăн анне» фотоконкурс йĕркелеме шухăшларăмăр. Сăнÿкерчĕке редакцин электрон почтине molgazeta@rambler.ru адреспа ярса памалла. Çырура çывăх çыннăр пирки тĕплĕнрех çырса пĕлтерме ан манăр.

Конкурс çĕнтерÿçине çулталăк вĕçĕнче палăртăпăр. Ăна эсир, хаклă вулаканăмăрсем, суйлама пултаратăр. «Контактра» соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» ушкăнне кĕрсе килĕшекен сăнÿкерчĕкшĕн «лайк» лартмалла. Хаклă вулакансем, эсир конкурса хастар хутшăнасса шанатпăр!

24 Чÿк, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

Çак Çĕр чăмăрĕ çинче Дима Сорокин ятлă каччă пурăнать. Вăл ăçтан тетĕр-и? Вăрмар поселокĕнчен. Гороскоппа — Шывтăкан. Дима футболла выляма, юлташĕсемпе час-часах çулçӳреве тухма кăмăллать. «Икĕ алла — пĕр ĕç» каларăш ун пиркиех. Республикăри чи лайăх вĕренӳ учрежденийĕсен­чен пĕринче — Шупашкарти элек­тромеханика колледжĕнче — вĕреннĕрен пуласлăхĕ пысăк пуласса шанать.

Pages