Фотоконкурс

13 Юпа, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

Эпĕ Никита Столяров ятлă. Малашлăха автомеханик ĕçĕ­пе çыхăнтарасшăн, çавăнпа пушă вăхăт тупăнсанах çăмăл машинăсене юсатăп, сăрлатăп, шлифмашинăпа якататăп. Кăмпана çÿреме, ÿкерме, кĕнеке вулама кăмăллатăп. Пикесене юратнăран-ши, эпĕ гороскоппа — Хĕр.

4 Çурла, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

Хам çинчен кĕскен: ятăм — Виталий, хушаматăм — Семăнов. Эпĕ 19 çулта. Паттăрсене хисеплетĕп, истори романĕсене юратса вулатăп. Маншăн Вальтер Скотăн «Айвенго», Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕсем пĕр пекех кăсăклă. Çулленех истори реконструкцийĕсене хутшăнатăп.

19 Çу, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

Эпĕ — Михаил Иванов, 18 çулта. Тĕп хулари культура училищинче 3-мĕш курсра ăс пухатăп. Квалификациллĕ специалист дипломĕллĕ пулма, халăх юратăвне çĕнсе илсе ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн ятне илтме ĕмĕтленетĕп.

Pages