«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

13 Юпа, 2016

Эпĕ Никита Столяров ятлă. Малашлăха автомеханик ĕçĕ­пе çыхăнтарасшăн, çавăнпа пушă вăхăт тупăнсанах çăмăл машинăсене юсатăп, сăрлатăп, шлифмашинăпа якататăп. Кăмпана çÿреме, ÿкерме, кĕнеке вулама кăмăллатăп. Пикесене юратнăран-ши, эпĕ гороскоппа — Хĕр.

Сăнÿкерчĕкре — Ди­ма Пушкин. Вăл йĕлтĕр спорчĕпе кăсăкланать, биатлона малти вырăна хурать. Яш Александр Пушкин сăввисемпе поэмисене вулама кăмăллать. Унăн шухăшĕпе, компьютерпа выличчен юлташсемпе çыхăну тытмалла. Сăнÿкерчĕкре — Ди­ма Пушкин.

Сăнÿкерчĕкре — Данил Сергеев. Вăл Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнче çитĕннĕ. Мĕн ачаранах техникăна юратнă, компьютер технологийĕсемпе интересленнĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн малашлăхне электроникăпа çыхăнтарма шухăшланăскер Хусанти электроэнергетикăпа электроника институтне вĕренме кĕнĕ. Яш яла таврăнсан юлташĕсем: «О-о! Пирĕн Билл Гейтс килчĕ», — тесе савăнаççĕ. Вăл компьютер технологийĕн вăрттăнлăхĕсемпе тусĕсене паллаштарма яланах хавас.
Эпĕ — Степан Швецов. Гороскоппа — Сурăх. Хам çинчен кĕскен: çарта пулнă, спорт вăййисене килĕштеретĕп, уйрăмах хоккейла выляма кăмăллатăп. Вячеслав Фетисовпа Владислав Третьяк — манăн кумирсем. Эпĕ парашютпа 9 хут сикнĕ. Вăрттăнлăха та уçам: малашлăха спецназпа çыхăнтарасшăн.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.