«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

4 Çурла, 2016

Хам çинчен кĕскен: ятăм — Виталий, хушаматăм — Семăнов. Эпĕ 19 çулта. Паттăрсене хисеплетĕп, истори романĕсене юратса вулатăп. Маншăн Вальтер Скотăн «Айвенго», Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕсем пĕр пекех кăсăклă. Çулленех истори реконструкцийĕсене хутшăнатăп. Кăçал Севастополь çыннисен паттăрлăхне кăтартмашкăн Крымра та пултăм.

Мана Александр Абрамов тесе чĕнеççĕ. Утăн 31-мĕшĕ Раç­çейре тинĕç çар флочĕн кунĕпе пĕр килчĕ. Мăнаçлансах калатăп — вăл манăн уяв! Эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машиностроени факультетĕнче вĕренеттĕм, мана староста пулма шанчĕç. Анчах чунра лăпкă марччĕ, чăн-чăн арçын хăвачĕ çитместчĕ. Чăтаймарăм — 2 курс хыççăн çар комиссариатне çул тытрăм. Çапла Балти флочĕн морякĕ пулса тăтăм. Присяга хыççăн Хура тинĕс флотне ăсатрĕç, хĕрÿ точкăсенче пулма тÿр килчĕ. Халĕ хам чăн-чăн чăваш йĕкĕчĕ пулнине туятăп. Ытти яша та çартан хăрамалла маррине чĕнсе калатăп.

Эпĕ — Андрей Михайлов, Йĕпреç ра­йо­нĕнчи Кĕлĕмкассинче çуралнă. Манăн шухăшпа, «Çамрăксен хаçачĕ» ирттерекен конкурс илемлĕ яшсен — нарциссен — тупăшăвĕ пек туйăнмасть. Унта сăн-пите мар, каччăсен хăвачĕпе хастарлăхне, сатурлăхне кура хаклаççĕ пулĕ. Эпĕ çĕршыва хÿтĕлекенсен йăхĕнче çуралнă. Хам та тинĕс çар пехотин салтакĕ пулнă. Лашапа çÿреме кăмăллатăп, икĕ пиччепе шăллăма юрататăп.

Фотоконкурс малалла пырать. Сăн­ÿкерчĕкĕре, хăвăр çинчен кĕскен çырнине «Çамрăксен хаçачĕн» электрон почтине яма пултаратăр. Адресĕ: molgazeta@rambler.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.