«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

10 Пуш, 2016
Сăнÿкерчĕкре - 17 çулти Роман Иванов. Вăл тĕп хулари 2-мĕш лицейра ăс пухать. Медицина факультетне вĕренме кĕрсе шăл тухтăрĕ пулма ĕмĕтленет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, ишме кăмăллать, автомашинăсемпе кăсăкланать. Пушă вăхăтра алла кĕнеке тытать.
Алексей Пантелеймонов, 23 çулта. Яш - республикăри ăс-тăн вăййисен клубĕн ертÿçи. Вăл Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн, ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Алексей Сочири Паралимп вăййисенче, Хусанта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăра, Шупашкарта командăсен çăмăл атлетика енĕпе пулнă Европа чемпионатĕнче волонтерта тăрăшнă. Вăл кашни çулах юн парать.
Ку - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ Андрей Петров. 22 çулти каччă - фокусник. Кăçал диплом илме хатĕрленекенскер пултарулăхĕпе нумай çынна савăнтарать. Юлташĕсем ăна ырă кăмăлĕшĕн, хаваслăхĕшĕн хисеплеççĕ.
Виктор Петров, 26 çулта. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн çара кайнă, унтан тăван тăрăхĕнчех тĕпленнĕ. Виктор Патăрьелти агропромышленноç техникумĕнче ĕçлет. Районта иртекен пĕр мероприятирен те юлмасть. Вăл - Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн Патăрьелти уйрăмĕн пуçлахĕн заместителĕ. Чун киленĕçĕ - сăн ÿкересси. Спортпа интересленет, районти футболпа волейбол енĕпе пĕрлештернĕ командăсен йышĕнче вăл.

Фотоконкурс малалла пырать. Сăнÿкерчĕкĕре, хăвăр çинчен кĕскен çырнине «Çамрăксен хаçачĕн» электрон почтине яма пултаратăр. Адресĕ: molgazeta@rambler.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.