Комментари хушас

10 Чÿк, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

Сăнӳкерчĕкре — 23 çулти Владислав Ванюшкин. Хальлĕхе авланман. Вăл Шупашкар урамĕсемпе тата илемлĕ хĕрсемпе киленме юратать, çавăнпах фотоаппарата аллинчен ямасть. Фоторепортаж, портрет ӳкерме кăмăллать. Гороскоппа — Скорпион.

Эпĕ Денис Портнов ятлă. «Раççей — спорт çĕршывĕ» девиза тĕпе хурса пурăнатăп. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп: ирех тăрса тĕрлĕ хускану тăватăп, 3 çухрăм чупатăп. Футболла выляма юрататăп. Шупашкарти эпĕ вĕренекен 37-мĕш шкулăн мини-футбол команди республикăри турнирта 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Малашлăха техникăпа çыхăнтарасшăн: автомеханик та, конструктор та пулас килет.

«Тинĕс, тинĕс вăйлăрах» сăвă йĕркисене астăватăр-и? Ăна килĕштернĕрен-ши — аттепе анне мана Денис ят панă. Хушаматăм — Соловьев. Манăн професси питĕ кăсăклă: эпĕ — компьютерсене юсакан аслă техник. Гороскоппа — Пулăсем. Эпĕ — тĕнчери чи ырă кăмăллă та ĕçчен каччă.

Фотоконкурс малалла пырать. Сăн­ӳкерчĕкĕре, хăвăр çинчен кĕскен çырнине «Çамрăксен хаçачĕн» электрон почтине яма пултаратăр.

Адресĕ: molgazeta@rambler.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.