«Манăн анне»
Анне кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çакна тата кăçал Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе хаçатра «Манăн анне» фотоконкурс йĕркелеме шухăшларăмăр. Сăнÿкерчĕке редакцин электрон почтине molgazeta@rambler.ru адреспа ярса памалла. Çырура çывăх çыннăр пирки тĕплĕнрех çырса пĕлтерме ан манăр.
Конкурс çĕнтерÿçине çулталăк вĕçĕнче палăртăпăр. Ăна эсир, хаклă вулаканăмăрсем, суйлама пултаратăр. «Контактра» соцсетьри «Çамрăксен хаçачĕн» ушкăнне кĕрсе килĕшекен сăнÿкерчĕкшĕн «лайк» лартмалла. Хаклă вулакансем, эсир конкурса хастар хутшăнасса шанатпăр!
Манăн арçын Çĕр çинче чи лайăххи: ир-ирех 10 хутчен чуптăвать, “юрататăп” тесе 100 хутчен калать! Анчах садике кайма аран-аран пуçтарăнать... Эпĕ — Екатерина ФЕДОРОВА, 29 çулта, икĕ ывăл амăшĕ: кăçал Добрыня — 4, Семен 2 çул тултараççĕ. Пирĕн туслă çемье Шупашкар районĕнчи Тренькассинче пурăнать. Эпĕ Кÿкеçри культура çуртĕнче режиссерта ĕçлетĕп, “Эйфория-Иллюзия” ача-пăча халăх театрне ертсе пыратăп. Пуçăмра вĕçĕмех кăсăклă шухăшсем, вĕсене пурнăçа кĕртмесĕр те лăпланаймастăп. Ывăлăмсемпе уçăлса çÿреме, бассейнра ишме кăмăллатăп. Пĕрлех апат-çимĕç хатĕрлетпĕр. Уйрăмах вĕсем плов, икерчĕ юратаççĕ.