- Чăвашла верси
- Русская версия
«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ
Çак Çĕр чăмăрĕ çинче Дима Сорокин ятлă каччă пурăнать. Вăл ăçтан тетĕр-и? Вăрмар поселокĕнчен. Гороскоппа — Шывтăкан. Дима футболла выляма, юлташĕсемпе час-часах çулçӳреве тухма кăмăллать. «Икĕ алла — пĕр ĕç» каларăш ун пиркиех. Республикăри чи лайăх вĕренӳ учрежденийĕсенчен пĕринче — Шупашкарти электромеханика колледжĕнче — вĕреннĕрен пуласлăхĕ пысăк пуласса шанать.
Фотоконкурс малалла пырать. Сăнӳкерчĕкĕре, хăвăр çинчен кĕскен çырнине «Çамрăксен хаçачĕн» электрон почтине яма пултаратăр.
Адресĕ: molgazeta@rambler.ru
Комментари хушас