- Чăвашла верси
- Русская версия
Качака çулĕ тухăçлă иртрĕ
2015 çул «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕшĕн çав тери тухăçлă пулчĕ. Унчченех йăлана кĕртнĕ «Чуна уçса калаçар», «Паттăр çуралнă тăрăхра», «Çыравçă ялĕнче - хăнара», «Хам куртăм!» тата ытти рубрикăна малалла тăсрăмăр, çавăн пекех çĕннисене пуçартăмăр: «Паллă çынсен çамрăклăхĕ», «Пĕр çын шăпи»… ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕнче «Паттăрсен мухтавлă çулĕпе» проекта пурнăçа кĕртме грант çĕнсе илтĕмĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен, «вăрçă ачисен» хĕн-хурлă çамрăклăхĕ пирки çулталăк тăршшĕпех статьясемпе тĕрленчĕксем хатĕрлерĕмĕр. Ирина Алексеева корреспондент Аслă Çĕнтерÿ ыйтăвĕсене хускатса нумай статья çырнăшăн ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн Тав хутне тивĕçрĕ.
Илемлĕ литература хайлавĕ самай пичетленчĕ, вĕсен йышĕнче пушкăрт çыравçин Айгиз Баймухаметовăн номертен номере пичетленнĕ «Ан хăвар, анне» повеçне палăртас килет. Вулакансем йышлăн шăнкăравласа тав турĕç ку произведенишĕн. Хаçат ĕçченĕсем Ирина Алексеева, Алина Изман, Ирина Кошкина, Елена Лукина, штатра тăман корреспондент Альбина Юрату чунне парса вăй хуни ырă çимĕçне часах пачĕ - «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсен йышĕ 2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли палăрмаллах пысăкланчĕ, çĕршыври регионсенчи тиража ÿстернĕ 10 кăларăм йышне кĕчĕ. Куншăн пире Раççейри пичет продукцине халăхра саракан ассоциаци çурла уйăхĕнче Мускава чĕнсе илсех чысларĕ. «Çамрăксен хаçатĕнчи» «Паттăр çуралнă тăрăхра», «Паллă çынсен çамрăклăхĕ» рубрикăсемпе кун çути курнă статьясемшĕн Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премине пани те хаçат ят-сумне ÿстерчĕ.
Чăваш çамрăкĕсем валли уйрăм хаçат пичетленме тытăннăранпа 90 çул та шăпах кăçал çитрĕ. Сумлă юбилее вулакансемпе пĕрле раштавăн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче уявларăмăр. Ирина Алексеева, Алина Изман, Елена Лукина, Ирина Кошкина тата çак йĕркесен авторĕ тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçрĕмĕр.
Çулталăк вĕçĕнчи капашсăр савăнăçлă тепĕр хыпар - 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăракансен йышĕ те пысăкланчĕ. Çитес çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа «Çамрăксен хаçачĕ» республикăри, ун тулашĕнчи 9300 яхăн çемьене пырса тăрĕ. Пирĕн вулакансен йышĕ Пушкăртстанра, Тутарстанра, Самар, Тверь, Чĕмпĕр, Саратов облаçĕсенче ÿснĕ. Çĕнĕ çултан тытăнса «Çамрăксен хаçатне» Якут, Тыва республикисенче те, Киров облаçĕнче те, Симферопольте те, ытти регионта та илсе тăрĕç. Тавах сире, хаклăран та хаклă вулаканăмăрсем, пирĕнпе яланах туслă пулнăшăн.
Дмитрий МОИСЕЕВ,
«Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ.
Комментари хушас