Archive - 2014 - Çамрăксен хаçачĕ
декабрь 26th
«Çамрăксен хаçачĕ » 52 (6041) №. 26.12.2014
Юр Пике Италире канĕ
“Тапăрти ватăсене чи малтан саламлатпăр”
Асамлăх... кĕтмен çĕртен
“Кăмăл” - Чăваш Енĕн илемлĕ чечекĕ
“Çамрăксен хаçачĕн” хулăн тĕркине тепĕр хут уçса пăхар...
«Вăхăта хăваласа тытаймăн», - теççĕ халăхра. Питĕ тĕрĕс каларăш. Тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать вăхăт: кунпа çĕр, эрнепе эрне, уйăхпа уйăх ылмашăнсах çулталăк иртет. Акă 2014 çул вĕçне çитсе тăтăмăр. Тепĕр 5 кунран Раççейри Литература çулталăкне кĕрĕпĕр. Унччен вара иртсе пыракан çула пĕтĕмлетмелле, кăçал мĕн пулнине тепĕр хут аса илмелле. 2014 çул... Пăшăрханмалли те, хĕпĕртемелли те сахал мар пулчĕ республика, çĕршыв, тĕнче шайĕнче. Раççей анлăланчĕ! Крымпа Севастополь мăнаçлă Раççей Федерацийĕпе пĕрлешрĕç. Патшалăх лаптăкĕ пысăкланчĕ кăна мар, халăх йышĕ те ÿсрĕ.