Archive - Sep 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

сентября 26th

С какой целью приехали в Чувашию студенты МГУ имени М.В.Ломоносова?

Артисты Чувашского государственного драмтеатра участвовали в фестивале в Казани.

Молодая учительница Александра Чумбакова: "Педагог для ребенка должен быть другом".

Геннадий Ильин ветеран на войне остался без шинели.

 

М.Ломоносов ячĕллĕ университетăн студенчĕсем пирĕн республикăна мĕн тĕллевпе килнĕ?

Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕсем Хусанта иртнĕ фестивале хутшăннă.

Александра Чумбакова çамрăк вĕрентекен: "Ачасемшĕн юлташ та пулмалла".

Геннадий Ильин ветеран вăрçăра шинельсĕр юлнă.

"Пăру е вăкăр туянасшăн?" - ыйтрĕç Вăрнар районĕнчи Çĕньялсем Ананьевсем ăçтарах пурăннипе кăсăклансан. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраканскерсем патне çынсем час-часах çак ыйтупа килеççĕ-мĕн. " Вĕсен пÿрчĕ колхоз сачĕ пулнă вырăнта, сылтăмалла пăрăнмалла", - çул кăтартрĕç кинемейсем.

Нумаях пулмасть Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн студенчĕсем Чăваш Ене килнĕ. Ахальтен мар. Истори факультечĕн этнологи кафедринче вĕренекен Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова тата вĕсен ертÿçи Галина Никитина чăваш фольклорĕпе кăсăкланнă.

Михаил Андриянов Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл Г.Н.Смирнов ячĕллĕ спорт шкулĕнче иккĕмĕш çул ĕçлет. Михаилăн ашшĕ фирма уçнă, амăшĕ санитаркăра тăрăшать. Каччă шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслашнă, ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе иртнĕ нумай ăмăртура малти вырăнсене йышăннă.

Кĕçех учительсен уявĕ çывхарать. Вĕрентекенĕн ĕçĕ ĕлĕкренпех яваплă та хисеплĕ шутланнă. Учитель ачасене пĕлÿ тĕнчине ертсе кĕрет кăна мар, вăл çамрăк ăрăва воспитани те парать. Унăн сăмахĕ кашни ачашăн пĕлтерĕшлĕ. Шел те, паян çамрăксем çак тытăмра ĕçлеме васкамаççĕ. Яваплă çак ĕçре тăрăшма çăмăл мар.

Театра ачаранпах юрататăп. К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсене ун чухнех паллаттăм. Акă театрпа пĕрле Хусана фестивале каймаллине пĕлтерчĕç. Тĕрĕссипе, халĕччен артистсемпе çывăх хутшăнса курманччĕ. Паллă çынсемпе гастроле яни - маншăн пысăк чыс.

Кашни çыннăн пурнăç тĕллевĕ тĕрлĕрен. Пĕрисем ăна пуянлăхра кураççĕ: чаплă коттедж, ют çĕр-шывра кăларнă машина, юманран ăсталанă сĕтел-пукан, ылтăн-кĕмĕл... Теприсем вара телейне сăвă-кĕвĕре, кĕнекесенче, картинăсенче... тупаççĕ.

Хальхи вăхăтра студентсем çемье çавăрма шикленеççĕ. Мĕнле сăлтава пула-ши? Ахăртнех, ку укçа-тенкĕпе çыхăннă. Вĕренĕве пула ĕçе вырнаçмашкăн май çук, пурăнмалли кĕтес тупма та йывăр. Стипендипе çеç çырлахаймăн. Укçа-тенкĕ çитменни юратакан чĕресемшĕн чăрмав-ши?

Pages