“Гриша иккĕмĕш пурнăç парнелерĕ”
Яшсемпе хĕрсем пĕр-пĕрне тĕл пулсан саваççĕ, çемье çавăраççĕ. Кашниех тĕнчере вĕсенчен телейлĕ çын çуккине ĕнентерет. Ара, çурт ача сассипе тулать-çке. Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ялĕнче пурăнакан Осиповсем те çут тĕнчене килнĕ виçĕ тĕпренчĕкĕшĕн савăннă. Анчах хĕрĕ Юля сарăмсăр вилни уяр кун аçа çапнă евĕр пулнă.