«Наци кросĕ - 2014»

27 Авăн, 2014

«Нацисен кросĕ» йыхравларĕ

Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, "Нацисен кросне" 2004 çултанпа йĕркелеççĕ. 2009 çултанпа ăна республикăри мĕн пур хулапа районта ирттерме тытăннă. Иртнĕ вырсарни кун та хĕвеллĕ ăшă çанталăк хастар халăха çăмăл атлетикăри тĕнчери чи пысăк старта йыхравларĕ. Ăмăртăва 59 пин ытла ентеш хутшăнчĕ.

Çак старт кĕркуннехи хăйне евĕр уяв пулса тăма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Ахальтен мар унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿсет. Аслă ÿсĕмрисем те старта тухрĕç. Акă, сăмахран, кăçал чи аслисем - 84-ри Миранда Кольцовăпа 81-ти Леонид Никифоров.

18 Авăн, 2014

"Нацисен кросĕ" старта чĕнет

Вырсарни кун, авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче 12 сехетре, Пĕтĕм Раççейри "Нацисен кросĕ" чупу старт илет. Ку ăмăрту - пирĕн çĕр-шыври спорт мероприятийĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри.