Маттуррисемпе хастаррисем чупнă, штанга та йăтнă

23 Авăн, 2014

Республикăри чи пысăк ăмăртăва 59 пин ытла çын хутшăннă

Вырсарни кун «Нацисен кросĕ» республикăри пин-пин çынна спорт уявне йыхравларĕ. Кунĕ те калама çук илемлĕччĕ: кĕрхи ват ăшши чупакансене хĕвеллĕ уяр çанталăкпа савăнтарчĕ. Çавăнпах-тăр ăмăртура тупăшакансен йышĕ сахал марччĕ. ЧР Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - çĕр-шыври чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕсенчен пĕрне кăçал 59 пин ытла çын хутшăннă.

Шупашкарта пурăнакансем кÿлмек хĕррине васкарĕç: республикăри тĕп старт унта иртет-çке. Кросс пуçланиччен пурте зарядкăна тăчĕç. Ăна Чăваш Енри паллă çынсем - Европа тата тĕнче чемпионĕпе Алексей Германовпа ЧР аэробика федерацийĕн хастарĕсем, «Чебоксарские ястребы» баскетбол командипе вĕсен тренерĕ Сергей Худаев - ирттерчĕç. Хаваслă та илемлĕ кĕвĕ-çемĕ хумĕпе зарядкăна тăнисем ÿт-пĕве çемçетрĕç. «Юрлакансен уйĕнче» вырнаçтарнă тренажерсен лапамĕнчен те çын таталăма пĕлмерĕ, старта тухиччен пурте вăй пухрĕç ахăртнех. Вăйлисемпе хăюллисем вара штанга йăтса тĕлĕнтерчĕç. Инçех мар, сăртлă-айлăмлă вырăнта, байкерсем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç.

Спорт уявне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. «Паян кунта сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем пухăннă. Сире спортпа туслă пулнăшăн тав тăватăп, малашне те маттур та хастар пулăр», - терĕ вăл. Михаил Васильевич çавăн пекех кросра вăй виçекенсен йышĕ çултан çул нумайланнине палăртрĕ, Чăваш Енре çывăх кунсенче Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ иртессине аса илтерчĕ. Ăмăртăва Олимп чемпионки Елена Николаева, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, депутатсем, организаци-предприяти ертÿçисем те хутшăнчĕç. Вĕсем тепĕр çул Шупашкарта иртекен командăсен Европа чемпионатне халалласа 2015 метрлă дистанцире чупрĕç.

Ăмăрту тĕп судйи пулма кăçал РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерне, Олимп вăййисен бронза призерне Татьяна Архиповăна çирĕплетнĕ. Вăл та кÿлмек хĕррине пухăннисене спорт уявĕпе саламларĕ. Старта чи малтан садике çÿрекенсемпе шкул ачисем тухрĕç. Тĕрлĕ дистанцире хулари 48 тата 60-мĕш шкулсенче вĕренекенсем София Калитова, Марина Крупнова тата Олег Орлов пуринчен вăйлăрах пулчĕç. Студентсен хушшинче Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнчи Елена Петухова, Надежда Белкова, Денис Воробьев, Ксения Левина, Чăваш патшалăх университетĕнчи Алиса Патьяновăпа Екатерина Львова мала тухрĕç. Ытти ушкăнра та хастаррисемпе хăюллисем палăрчĕç. Пурне те тав хучĕсемпе тата медальсемпе хавхалантарчĕç. Ятарлă парнене тивĕçекенсем - 84-ри Миранда Кольцовăпа чылай ăмăртăва хутшăнакан 81 çулти Леонид Никифоров.

Чупакансен Пĕтĕм Раççейри кунĕ район-хулара та иртнĕ. Ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкарпа Канаш хулисенче, Сĕнтĕрвăррипе Çĕрпÿ тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах хастарлăх кăтартнă, унта 3000-4000 çын старта тухнă.

  • РАÇÇЕЙРЕ «НАЦИСЕН КРОСНЕ» 2004 ÇУЛТАНПА ЙĔРКЕЛЕÇÇĔ. 2009 ÇУЛТАНПА ĂНА КАШНИ РАЙОНПА ХУЛАРА ИРТТЕРЕÇÇĔ. ÇĔР-ШЫВРИ ЧИ ПЫСĂК ĂМĂРТУРА ВĂЙ ВИÇЕКЕНСЕН ЙЫШĔ ÇУЛТАН ÇУЛ ŸСЕТ. КАЛĂПĂР, ĂМĂРТĂВА 2006 ÇУЛТА - 700 ПИН /86 ХУЛАРА/, 2007 ÇУЛТА МИЛЛИОН ЫТЛА ÇЫН /133 ХУЛАРА/ ХУТШĂННĂ

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: