Блиц-интервью

12 Авăн, 2014

“Çынсем чăн-чăн картинăна уйăраймаççĕ”

Авăнăн 12-мĕшĕ - ÿнерçĕсен кунĕ. Искусствăн çак тĕсĕ Чул ĕмĕртех пуçланнă. Ÿнерçĕсем чул çинче ÿкернĕ. Цивилизаци вăй илсен вĕсем хăйсен пÿрчĕсене ÿкерчĕксемпе илемлетме тытăннă. Искусствăн çак тĕсĕн çыннисем сăрăсем ăсталанă.

30 Ака, 2014

“Эпир курни те çитет”

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери радиаци аварийĕсемпе катастрофăсенче хур курнисене асăнмалли кун. Çак куна ахальтен мар суйланă. Ăна Чернобыльти атом электростанцийĕнчи хăрушă аварипе çыхăнтараççĕ. Вăл 1986 çулта пулнă. Аварие сирме Чăваш Енрен 1976 çын кайнă.

21 Пуш, 2014

Çанталăк çинчен лавккара та ыйтаççĕ

1950 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери метеорологи организацийĕ йĕркеленнĕ. Çак тытăмра ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тума асăннă куна ахальтен мар йышăннă. Вĕсене çав ятпа 1961 çултанпа саламлаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери метеорологи кунне çулсеренех пĕр-пĕр ыйтăва халаллаççĕ.

7 Пуш, 2014

“Йăх тымарне тĕпчекен нумайланчĕ”

Чылай хыçа юлнă çулсенчи пулăмсем кăсăклантарсан вулавăшсене çул тытатпăр. Ыйтусен хуравне тупма архив ĕçченĕсем те пулăшаяççĕ. Пушăн 10-мĕшĕнче вĕсем шăпах Архив кунне паллă тăваççĕ.

21 Нарăс, 2014

Çăварнире пулас мăшăра суйланă

Нарăсăн 23-мĕшĕнче Çăварни пуçланать. Вăл пĕр эрнене тăсăлать. Кашни уявра ирттермелли йăла-йĕрке пур. Çăварни эрнине чăваш халăхĕ епле ирттернĕ-ха? Хальхи ăру унпа çыхăннă йĕркене пăхăнать-и? Çăварни эрнинче пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлани мĕне пĕлтерет-ха тата? Ыйтусен хуравне тупма И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ Галина Ильина пулăшрĕ.

- «Çăварни эрнинче чун каниччен савăнмасан-кулмасан малашне хуйхăллă-суйхăллă пурăнăн» тени мĕнпе çыхăннă?

Pages