Блиц-интервью

14 Нарăс, 2014

Ĕçре мăшăрĕ асли, килте - пĕр танлăх

Нарăсăн 13-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери радио кунĕ. Ăна ирттерме ЮНЕСКО 2011 çулта çеç йышăннă. Пуçласа уява виçĕм çул йĕркеленĕ. Çав куна та ахальтен суйламан - 1946 çулта «ПНО радиовĕ» пирвайхи хут янăранă. Çутă çак тĕнчере пурăнакансен 95: радио итлеме май пур.

10 Кăрлач, 2014

“Тÿре-шарана та явăçтаратпăр”

Раççей халăхĕшĕн кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕ - Заповедниксемпе наци паркĕсен кунĕ. Вăл 1916 çулта пирĕн патшалăхра Баргузин заповедникне уçнипе çыхăннă. Ăна 1997 çулта Çын тĕкĕнмен çут çанталăка сыхлакан центрпа Пĕтĕм тĕнчери фонд пуçарнипе пирвайхи хут паллă тунă.

6 Раштав, 2013

“Роман Широковран тĕслĕх илетĕп”

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕ футбол вăййине юратакансемшĕн хăйне евĕр уяв пуль. Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕ йышăннă тăрăх - çак кун Пĕтĕм тĕнчери футбол кунне паллă тăваççĕ. Историксен пĕр пайĕ çырса хăварнине ĕненес тĕк «Цу Чю» /«урапа тапмалла»/ вăйă Китайра пирĕн эрăчченхи икĕ пин çул каялла пуçланнă. Теприсем футбола VIII ĕмĕрте Англире пурăннă сакс халăхĕ пуçарнине ĕнентереççĕ.

29 Чÿк, 2013

“Сусăрланнăран вăтанаттăм...”

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери сусăрсен кунĕ. Ăна ПНОн тĕп ассамблейи халăх сусăрсене пулăштăр, вĕсен пурнăçне çăмăллаттăр тесе йышăннă. Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри уйрăмĕнче, унăн ертÿçи Маргарита Кузьминых каланă тăрăх, 9 пине яхăн çын тăрать. Вĕсенчен пĕри - инвалидсен «Феникс» физкультурăпа спорт клубĕн директорĕ Юрий Степанов. Мĕн тÿсме тивет-ха унăн? Мĕнле тĕллевпе пурăнать арçын?

Pages