- Чăвашла верси
- Русская версия
“Сусăрланнăран вăтанаттăм...”
Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери сусăрсен кунĕ. Ăна ПНОн тĕп ассамблейи халăх сусăрсене пулăштăр, вĕсен пурнăçне çăмăллаттăр тесе йышăннă. Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри уйрăмĕнче, унăн ертÿçи Маргарита Кузьминых каланă тăрăх, 9 пине яхăн çын тăрать. Вĕсенчен пĕри - инвалидсен «Феникс» физкультурăпа спорт клубĕн директорĕ Юрий Степанов. Мĕн тÿсме тивет-ха унăн? Мĕнле тĕллевпе пурăнать арçын?
- Мĕнле инкек пурнăçăра улăштарчĕ?
- 14 çул каялла пулчĕ вăл. Эпĕ, милицин аслă сержанчĕ, килтех ура шунипе ÿксе çурăм шăммине амантрăм. Пĕтĕмпех ăнсăртран пулчĕ.
- Сасартăк пачах улшăннă пурнăçа епле хăнăхрăр?
- Эпĕ кравать çинчен çĕкленмесĕр пĕр çулталăка яхăн выртрăм. Мăшăрăмпа хĕрĕм пурри, вĕсем манпа юнашар пулни пурăнма вăй-хал пачĕç. Вырăн çинче алăсене хускатса выртаттăм, çапла майпа чуна та, кĕлеткене те çирĕплетме тăрăшрăм. Пĕррехинче тăванăм «Поле надежды» журнал илсе килсе пачĕ. Унта сусăрсем пирки çырнине вуласан хамăн пурнăçа улăштарма тĕв тытрăм.
- Çĕнĕрен пурăнма пуçламашкăн çăмăлах килмерĕ-тĕр.
- Эпĕ общество ĕçне хастар хутшăнма тăрăшатăп. Спортпа та туслă. Раççейре кÿме çинчисене парабадминтонла выляттарассине эпĕ чи малтан пуçарнă. 2004 çулта ку енпе Голландире иртнĕ Европа чемпионатне хутшăнтăм. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкар арĕпе Павел Поповпа Германири ăмăртуран таврăнтăмăр, унта 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Тĕнче спорт мастерĕн разрядне пурнăçларăмăр. Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче 10 спортсменран 3-шĕ - эпир тата Павел Семашкин - Чăвашран.
- Сусăрсен пурнăç условийĕсене çăмăллатмашкăн йĕркелекен проектсене пирĕн тăрăхра, сирĕн шухăшпа, епле пурнăçлаççĕ?
- Эпĕ хамах икĕ проект - «Спортпа кашниех туслашма пултарать», «Ман хыççăн пыр» - хатĕрлерĕм. Иккĕшĕ те пурнăçланаççĕ. Сусăррисем валли укçа-тенкĕ уйăрни çăмăллăх парать. Парабадминтонла выляс пулсан кÿме кăна 200 ытла пин тенкĕ тăрать. Ракеткăсем туянма тепĕр 4-5 пин тенкĕ кирлĕ. ЧР Наци библиотекинче икĕ çул ĕнтĕ прокуратура ĕçченĕсемпе «Право сехечĕ» ирттеретпĕр. Чылай лавккана, аптекăсене кĕмешкĕн пандус çук. Шупашкарти хĕвел анăç районĕнчи Турă Амăшĕн чиркĕвне те çак сăлтава пулах хам тĕллĕн çÿрейместĕп. Турă çуртĕнче çурта çутса çур сехет те пулин тăрас тесен те... Ку ыйту пирки эпĕ пĕрре мар калаçнă, анчах улшăну çук.
- Эппин, эсир турра ĕненетĕр. Хăвăрпа çапла пулса тухнăшăн ăна кÿренместĕр-и?
- Кÿренместĕп, айăпламастăп. Тен, чăнахах та çапла пулма пÿрнĕ.
- Сусăрсене ĕçе вырнаçма çăмăл мар. Эсир çакăн пирки мĕн калаятăр?
- Пирĕн пеккисем çеç мар, çирĕп сывлăхлисем ĕçе вырнаçаймаççĕ. Хевтесĕррисем валли пирĕн тăрăхра ятарлă ĕç вырăнĕ шутлă çеç. Хăш-пĕр организаци сусăра ĕç укçи парса пурăниччен урăх меслет шырать. Вĕсем штраф тÿлеççĕ, унăн виçи те пĕчĕк. Шалу парса тăрсан пуçлăхсем ытларах çухатаççĕ-çке.
- Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăн?
- Парабадминтон Паралимп вăййисен программинче çук. Ăна кĕртесшĕн. 2020 çулта çавнашкал ăмăрту Токиора иртĕ. Унта кÿме çинчисем те парабадминтонла выляма пултарассине шанас килет. Çав кунсене кĕтсе илесчĕ.
- Юрий Петрович, сусăрлансан чи малтанах мĕнле йывăрлăха парăнтарма хĕнччĕ?
- Хам сусăрланса юлнăшăн, кÿме çине ларма тивнĕшĕн вăтанаттăм. Урама тухсан çынсем ман çине урăхла пăхассăн туйăнатчĕ. Халĕ хăнăхрăм. Ют çĕр-шывра иртекен ăмăртусене хутшăнма та пĕчченех кайса килетĕп. Эпĕ вырăнпа, тăватă стена хушшинче, выртассинчен хăратăп, çавăнпа килтен часрах тухма тăрăшатăп. Ирех каятăп та каçхи 7-8 сехетсĕр те таврăнаймастăп. Общество ĕçне хутшăнатăп.
Елена ТРОФИМОВА калаçнă.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас