“Тÿре-шарана та явăçтаратпăр”

10 Кăрлач, 2014

Раççей халăхĕшĕн кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕ - Заповедниксемпе наци паркĕсен кунĕ. Вăл 1916 çулта пирĕн патшалăхра Баргузин заповедникне уçнипе çыхăннă. Ăна 1997 çулта Çын тĕкĕнмен çут çанталăка сыхлакан центрпа Пĕтĕм тĕнчери фонд пуçарнипе пирвайхи хут паллă тунă. Паянхи кун пирĕн çĕр-шывра - 100 ытла заповедник тата 35 наци паркĕ. Чăваш Енре уйрăмах сыхланакан территорисен хисепĕ - 100 яхăн. Вĕсенчен пĕри - федераци пĕлтерĕшли - «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ. Ăна 1993 çулта йĕркеленĕ. Унтанпа мĕнле улшăнусем пулнă-ха? 25200 гектар çĕр çинче вырнаçнă наци паркĕнче Наталия ИГНАТЬЕВА 6 çул ĕçлет. Директорăн экологи пĕлĕвĕ парасси енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçлаканскер «Чăваш вăрманĕ» пирки мĕн пĕлтерчĕ-ха?

- Ÿсен-тăранпа чĕр чунсен тĕнчи пирки пĕлес килет. Çĕр çинчен çухалас хăрушлăхрисен хисепĕ мĕн чухлĕ?

- Ÿсен-тăран тĕсĕсен хисепĕ кăна 800-е яхăн, вĕсенчен 70-шне Чăваш Енĕн тата Раççейĕн Хĕрлĕ кĕнекисене кĕртнĕ. Эмел курăкĕсенчен хăшĕ-пĕри - лантăш, сар çип ути, кĕтмел - талккăшпех ÿсеççĕ. Пысăк чĕр чунсенчен пăшие, упана, хир сыснине, кашкăра курма пулать. Çунатлисен сайра тĕл пулакан тĕсĕсенчен пирĕн паркра орел-могильник, змееяд, хура аист, ÿхĕ пурăнаççĕ. Хĕрлĕ кĕнекене кĕнĕ лĕпĕшсем - аполлон, мнемозина, подалири - питĕ илемлĕ.

- Туристсене мĕнпе илĕртетĕр?

- Чăваш вăрманĕнче курса тĕлĕнмелли темĕн чухлех. Сăмахран, «Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем» сукмак «Чăваш Енĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ. Пĕтĕмпе çуран çÿрекенсемпе туристсен 8 сукмакĕ уçă. Вĕсен тăршшĕ - 93 километр. «Аваллăх алăкне уçса» сукмака суйлакансене чăвашсен йăли-йĕркипе паллаштарма палăртатпăр.

- Искусственнăй чăрăш хатĕрлес енĕпе конкурссем йĕркелетĕр. Çакă саккуна пăсса «симĕс пикесене» касакансенчен сыхлас ĕçре пысăк витĕм кÿрет-и?

- Паллах. Чи малтанах çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартма пулăшать, чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке кăна мар, йывăç-курăка та юратма, упрама вĕрентет.

- Браконьерсем тустарнă тĕслĕхсем иртнĕ пилĕк çулта пулнă-и?

- Çук. Пирĕн территорие тĕллевлĕн кĕни пулман. Ку енĕпе хуралçăсем питĕ тимлĕ ĕçлеççĕ. Пирĕн наци паркĕнче ĕçлекен 70 ытла çынран 46-шĕ хурал пайĕнчен. Хăш-пĕр чухне сунарçăсем мулкача хăваласа парка кĕрсе каяççĕ. Анчах саккуна «ăнсăртран» пăснисене те пуçран шăлмаççĕ, пысăк штраф тÿлеттереççĕ.

- «Пăшаллисенчен» кăна хăрамалла-ши?

- Çук паллах. Вăрман пуянлăхне пушартан та сыхламалла. Наци паркне тунăранпа кунта «хĕрлĕ автан» тăватă хутчен алхаснă. Юлашки хут 1998 çулта. Сиен кÿрекен организмсене тупса палăртассипе, вĕсене тĕп тăвассипе те ĕçлетпĕр.

- Ачасем, çитĕннисем эсир ирттерекен мероприятисене хутшăнаççĕ-и?

- Ытларах кĕçĕн çултисем хастарлăх кăтартаççĕ. Аслисем пирĕн пата чылай чухне канма килеççĕ. Апла пулин те эпир ачасемпе ар-хĕре кăна мар, тивĕçлĕ канăва тухнисене те, тÿре-шарана та явăçтаратпăр. Ватăсем тавра пĕлÿ, этнографи енĕпе тĕпчевсем ирттернĕ чухне пуян информаци хатĕрлеме пулăшаççĕ. Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем тата парк ĕçченĕсем ăслăлăх тĕпчевĕсем йĕркелеççĕ. «Çут çанталăк кун-çулĕ» программăпа килĕшÿллĕн çулталăкĕпех сăнавсем ирттеретпĕр.

- Иртен-çÿрен урамра çÿп-çап, сăмахран, канфет е чăмлак хутне, пăрахнине курсан асăрхаттаратăр-и?

- Ун пек хăтланнине курсан тирпейлĕ çын, ахăртнех, асăрхаттарĕ. Шăмăрша килсе курăр-ха - епле таса. Наци вăрманĕ пурри те витĕм кÿрет-тĕр. Ачасем тасалăха пĕчĕклех хăнăхсан ÿссен тавралăха вараламассине шанас килет.

Елена ТРОФИМОВА калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.