“Роман Широковран тĕслĕх илетĕп”

6 Раштав, 2013

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕ футбол вăййине юратакансемшĕн хăйне евĕр уяв пуль. Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕ йышăннă тăрăх - çак кун Пĕтĕм тĕнчери футбол кунне паллă тăваççĕ. Историксен пĕр пайĕ çырса хăварнине ĕненес тĕк «Цу Чю» /«урапа тапмалла»/ вăйă Китайра пирĕн эрăчченхи икĕ пин çул каялла пуçланнă. Теприсем футбола VIII ĕмĕрте Англире пурăннă сакс халăхĕ пуçарнине ĕнентереççĕ. Вĕсем çапăçу хирĕнче вилнĕ тăшмансен пуçĕсене тапса çÿренĕ имĕш. Шухăшлама та хăрушă... Раççейре футбол 1897 çулта çуралнă. Хальхи вăхăтра çак вăййа профессионал шайĕнче 120 миллион ытла çын вылять. Ăна Вăрнар каччи Егор Дмитриев та кăмăллать. 15-çултискер «Химик-Август» клуба çÿрет.

- Футбола юратакансен йышĕ тĕнчере çултан-çул ÿсет. Эппин, ку асăннă вăйă чылайăшне килĕшнине пĕлтерет. Сана вăл мĕнпе тата хăçан илĕртрĕ?

- Эпĕ футбол клубне 8-мĕш çул çÿретĕп. Шкула кайма пуçласан чи малтан ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе хатĕрленеттĕм. Пĕррехинче пирĕн секци ĕçленĕ вăхăтра футболла вылянине куртăм. Тренировка пыратчĕ ун чухне. Юратса сăнарăм. Футбол - хитре вăйă. Çавăн чухнех тренерсемпе паллашрăм. Вĕсем кăмăллă калаçни те илĕртрĕ-тĕр.

- Ахăртнех, эсĕ пĕчĕк чухне çул çинчи консерв савăчĕсене, çĕтĕксене тапса çÿренĕ. Çакă та футбола юратма вĕрентнĕ-тĕр.

- Кунашкал хăтланнине ас тумастăп, анчах чи пирвайхи тренировкăна нихăçан та манмăп. Эпир ун чухне мечĕк хăваласа чупрăмăр кăна мар, тĕрлĕ енлĕ хăнăхтару та пурнăçларăмăр. Çавăн хыççăн футбола чун-чĕрепе парăнтăм.

- Эсĕ пĕр секцие çÿреме пăрахса футбол клубне çырăннă. Çакна çывăх çыннусем епле йышăнчĕç?

- Вĕсем мана яланах хавхалантарма тăрăшаççĕ. Эпĕ вылянă ăмăртусене те пырса курма вăхăт тупаççĕ.

- Футболсăр пуçне спортăн ытти вăййипе интересленетĕн-и?

- Телекуравпа ытларах футбол матчĕсене пăхатăп. Ăмăртусене çитсе курма тăрăшатăп. Мини-футбол та килĕшет. Хутран-ситрен çăмăл атлетика енĕпе иртекен тупăшусене сăнатăп. Эпир канмашкăн ушкăнпа ытти регионта иртекен вăйăсене кайса куратпăр.

- Час-часах çула тухатăр-и?

- Хăш-пĕр чухне çулталăкра виçĕ хутчен те каятпăр.

- Май пулнă тăк Раççейри тата ют çĕр-шывсенчи хăш клубра выльăттăн?

- «Локомотивпа» «Барселона» командăсене кĕрĕттĕм.

- Юратнă футболистсем те пурах-тăр.

- Аргентина çынни Лионель Месси килĕшет. Вăл «Барселонăшăн» вылять. Раççей футболисчĕнчен Роман Широковран тĕслĕх илетĕп.

- Футболистсем пуян теççĕ. Сире укçан хавхалантараççĕ-и?

- Çук. Пире парнесем параççĕ.

- Ку таранччен саншăн чи хаклă парне мĕн пулчĕ?

- Кăçал çамрăксен кĕçĕн ушкăнĕсенчи футболистсен /1998 çулта çуралнисем/ хушшинче чи лайăх вăйăçă ятне тивĕçрĕм. Пирĕн команда кĕçĕн çултисен ушкăнĕсен йышĕнче 1-мĕш вырăна тухрĕ.

Елена ТРОФИМОВА калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.