Вăрçă вĕсен ĕмĕчĕсене татнă...
Хăш-пĕр çамрăк пурнăçăн хăш çулĕпе утмаллине шкулта вĕреннĕ чухнех палăртать. Килĕшекен предмета ытларах шĕкĕлчет е ку енĕпе тарăнрах пĕлÿ паракан гимназие, лицее кĕме тăрăшать. Ку тĕрĕс, мĕншĕн тесен тĕллев патне çирĕппĕн ăнтăлмашкăн ачаранах вĕренмелле. Анчах... йăлтах хăйĕн еккипе пынă чухне ĕмĕт сасартăк татăлать. Хăвăнтан килмен сăлтава - вăрçа - пула...
"Тăлмач пуласшăнччĕ..."
Луганскра çуралса ÿснĕ Светлана Вертегел хăйĕн пуласлăхне ют чĕлхепе çыхăнтарасшăн çуннă, тăлмач ăсталăхне алла илесшĕн пулнă. Çавăнпах шкулта тăрăшса вĕреннĕ, тантăшĕсем урамра çÿренĕ вăхăтра вăл кĕнеке шĕкĕлченĕ, акăлчан чĕлхин студине чупнă. Кăçал, хĕр 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне, Украинăна ахăр самана çил-тăвăлĕ пăлхатма тытăннă. Тăнăçлăх çухалнă, ним айăпсăр çынсене вĕлерме, хуласемпе ялсене çĕрпе танлаштарма тытăннă.
Çĕртме уйăхĕнче 15-ри хĕр амăшĕпе пĕрле Чăваш Ене тарса килнĕ. Вĕсем Канашра тăванĕсем патĕнче хÿтлĕх тупнă. Пикен амăшĕ çак тăрăхра çуралса ÿснĕ-мĕн. Чăваш хĕрарăмне Украинăна мĕнле шăпа илсе çитернипе кăсăклантăм. "Унта мĕн пулса иртнине хăвăрах пĕлетĕр: çемьен пĕр çурри - кунта, тепри - лере. Хамăн пурнăçа çын умне кăларас килмест", - терĕ амăшĕ. Светăпа Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче тĕл пултăмăр.
Вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа виçĕ кун кăна иртнĕччĕ-ха. Чиперукшăн хула та, пĕрле вĕренекенсем те - йăлтах ют. Общежитире ăна вырăн панă. Лайăх кÿршĕсем тĕлне лекнине пытармарĕ хĕр. Малтанах Света медицина колледжне вĕренме кĕме шухăшланă. Йышăну комиссийĕ документ чылай ыйтнă, УЗИ кăтартăвĕ те кирлĕ-мĕн. Унсăр пуçне 16 çула çитменнисене общежитири кĕтеспе тивĕçтермеççĕ. Учрежденире çирĕплетнĕ йĕркерен пăрăнма юраман-ши? Украинăран тарса килнисене пулăшасси çинчен Правительство шайĕнче калаçнă чухне çакнашкал тĕслĕхсем тĕлĕнтереççĕ. Çав çемьесен хваттер тара илсе пурăнмашкăн май çук. Ахаль те çын куçĕнчен пăхма тивет-çке.
"Канаш, Луганскпа танлаштарсан, питĕ пĕчĕк. Хула евĕр туйăнмасть те. Кунта та професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисем пур-ха, анчах чунăм Шупашкараллах туртрĕ", - палăртрĕ Светлана.
"Колледжа Украинăран килнĕ 3 çамрăка йышăнтăмăр. Документ копийĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе ыйту тухрĕ, йăлтах татса пама май килчĕ. Луганск облаçĕнчи Алчевск хулинчи Александра Хмеленкăпа Крымран килнĕ Мария Туганова парикмахер ăсталăхне алла илеççĕ. Александрăна хăна çуртне вăхăтлăх вырнаçтарнă. Хĕр тăван тăрăхĕнче çак професси енĕпе çулталăк вĕреннĕ ĕнтĕ. Марийăн Раççей паспорчĕ пур, ăна та общежитири кĕтеспе тивĕçтернĕ", - каласа кăтартрĕ Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн йышăну комиссийĕн секретарĕ Снежанна Сатлайкина.
Светлана Вертегел çулла лагерьте каннă. Кунта юлташсем те тупнă вăл. Каникулта вĕсемпе тĕл пулнă, халĕ вара пушă вăхăта ытларах вĕренÿ валли уйăрать.
- Манăн унчченхи пекех атте-аннепе юнашар пулас килет. Аттепе чылай вăхăт калаçман, вăл мĕнле пурăннине те пĕлместĕп. Аппа хăйĕн çемйипе - Киевра. Вĕсен вĕри шыв çук, мĕнле хĕл хаçасси шиклентерет. Луганск хулинчи нумай хваттерлĕ пирĕн çуртра халĕ никам та пурăнмасть. Унăн çывăхĕнче мина сирпĕтнĕ хыççăн чÿречисем çĕмĕрĕлнĕ, - каласа кăтартрĕ Света. Унăн куçĕнче тунсăх палăрчĕ. Хальлĕхе ăна укçа-тенкĕ енчен амăшĕн тăванĕсем пулăшаççĕ. Пике кĕçех стипенди илме тытăнасса шанать. Унпа хутран-ситрен амăшĕ патне Канаша кайса килĕ.
Шупашкарти 48-мĕш шкулта Украинăран тарса килнĕ 18 ача çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçланă. "Контур" предприятире йĕркеленĕ пунктра вырнаçнисене шкул автобусĕ турттарать.
10-мĕш "а" класра вĕренекен Маша Марчукпа паллашрăм. Шкул директорĕн çумĕ Мария Тимонина хĕре çутă шăлаварпа килнĕшĕн асăрхаттарччĕ. "Ĕнер сараппанпаччĕ-çке эсĕ", - ăшшăн калаçрĕ педагог. "Пĕлÿ кунĕнче шăннăччĕ те", - пытармарĕ пике. Маша вĕреннĕ Донецкри шкулта çи-пуç тĕлĕшĕнчен çирĕп ыйтман, ачасемпе çамрăксем хăйсем кăмăлланă тумпа çÿренĕ, джинспа та килнĕ. Çавăнпа Машăна кунти йĕркене хăнăхма йывăртарах. Шкул формине вăл юлашки хут 4-мĕш класра тăхăннă.
Хĕр интеллигент çемйинче çуралса ÿсни тыткаларăшĕнче те палăрать. Амăшĕ - биохимик, ашшĕ - прокурор. Аслă хĕрне вĕсем анлă тавра курăмлă, ăслă çын тăвассишĕн çуннă. Амăшĕ ÿкерме кăмăллать, ку туртăм Машăна та куçнă. Хĕр тинĕс хĕрринче канма, çул çÿреве тухма юратнă. Каникулта асламăшĕ-кукамăшĕ патĕнче хăналанма кăмăлланă. Вăрçă пуçланман тăк çапла лăпкă пурăнĕччĕç вĕсем. Маша хăй ĕмĕтленнĕ пек юрист профессине алла илĕччĕ.
- Чăвашсене хăнăхрăр-и? - ыйтрăм пикерен.
- Çынсем пур çĕрте те пĕрешкел, кăмăл мĕнле пулни нацирен килмест тесе шухăшлатăп. Ырă çынсем таçта та пур. Усаллисем те тупăнаççĕ. Шупашкарти лавккара аннене сутуçă темĕн те пĕр каласа хăртрĕ. Çакă йăлтах пирĕн умра пулса иртнĕрен çывăх çыннăм тавлашмарĕ. Ун чухне вăл питĕ кÿреннĕччĕ, - терĕ 10-мĕш класра вĕренекенскер.
Марчуксем çĕртме уйăхĕнче Симферопольтен МЧС самолечĕпе Шупашкара вĕçсе килнĕ. Маша амăшĕпе тата 6-ри йăмăкĕпе хăна çуртĕнче, 48-мĕш шкула хирĕçех, пурăнать. Яппун пинчерĕ ăратлă йыттине те хăварман вĕсем. Йăмăкĕ кĕçех ача садне çÿреме тытăнĕ. Амăшĕ хальлĕхе ĕçе вырнаçман-ха.
"Халĕччен эпĕ алăпа кĕпе-йĕм çуса курманччĕ. Ку ĕçе хăнăхрăм ĕнтĕ, пÿрнесем шăйăрăлчĕç, - мĕнле условисенче пурăннипе кăсăклансан аллине кăтартрĕ пике. Автомат машина çуккишĕн пăшăрханать вăл. - Килте эпир çиес килнĕ чухне сĕтел хушшине ларма хăнăхнă. Кунта вара кун йĕркине пăхăнма тивет."
Тарса килнĕ чухне вăл 20-рен иртнĕ Пашăпа паллашнă, халĕ унпа тăтăшах тĕл пулаççĕ. Йĕкĕт Донецкра Машăран инçех мар пурăннă-мĕн, анчах тăван çĕр-шывра тĕл пулма тÿр килмен вĕсен, юратакан чĕресем пĕр-пĕрне кунта шыраса тупнă. Яш халĕ Шупашкарта ĕçе вырнаçнă. Йывăрлăха çĕнтерме пулăшакан черчен туйăм çуралнăшăн çамрăксемшĕн чунтанах савăнтăм.
"Курайăп-ши сана, мăнукăм?"
Çак шкултах 4-мĕш "а" класра Алена Сетькопа Вика Антонова вĕренеççĕ, пĕр парта хушшинче лараççĕ. Хĕр пĕрчисем пĕр-пĕрне пÿлсех хăйсем çинчен каласа кăтартма васкарĕç. Вĕсене ырă кăмăллă çынсем шкул хатĕрĕпе, çи-пуçпа пулăшнă-мĕн. "Анне блузкăпа колготка кăна туянчĕ", - палăртрĕç Аленăпа Вика. Вĕсем амăшĕсемпе хăна çуртĕнче пурăнаççĕ. "Пире кунта килĕшет. Ирхине булка та, йогурт та параççĕ. Теттесемпе вылямашкăн хутран-ситрен "Контура" кайса килетпĕр", - уçăмлатрĕç хĕр ачасем.
- Асаннепе час-часах çыхăнатпăр. "Сана текех кураймăп-ши, мăнукăм?" - тесе макăрать. Вăл кунта килме хатĕр, анчах асаттене пăрахса хăвараймасть. Лешĕ ниçта та каясшăн мар", - каласа кăтартрĕ Вика. Килте юлнă чĕр чуншăн, юлташĕсемпе тăванĕсемшĕн тунсăхланине иккĕшĕ те пытармарĕç.
Ашшĕ-амăшĕсĕр килнĕ
ЧР Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Ене 9 ача ашшĕ-амăшĕсĕр килнĕ. Опекăпа попечительлĕх органĕсем ку тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленĕ. Паянхи кун тĕлне кашни ачашăн тата çул çитмен çамрăкшăн яваплă çынна çирĕплетнĕ.
Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр ĕçченĕсем çулсеренех "Ачана шкула хатĕрлер" ырă кăмăллăх акцине хутшăнаççĕ. Кăçал вĕсем сахал тупăшлă çемьесене пулăшнипе пĕрлех Украинăран тарса килнĕ ачасем валли те шкул хатĕрĕсем пуçтарнă. Центр ĕçченĕсем шкула каякан 24 ачана сумка, ручка-кăранташ, тетрадьсем панă. Центр Украинăран тарса килнĕ 200-е яхăн çынна пулăшма май тупнă. Гуманитари пулăшăвĕ пухакан пункт Шупашкарти Стрелоксен 324-мĕш дивизин урамĕнчи 21 "А" çуртра вырнаçнă. Талăкĕпех ĕçлекен "хĕрÿ лини" телефонĕн номерĕпе - 51-27-80 - шăнкăравлама май пур.
Украинăран пурте тенĕ пекех хĕллехи тумтирсĕр килнĕ. Çанталăк сивĕтнĕ май ăшă çи-пуçпа атă-пушмак кирлĕ. Çавăн пекех гигиена хатĕрĕсем, ал шăлли, вырăн таврашĕ, шкул хатĕрĕсем, теттесемпе кĕнекесем, йăлара усă курмалли хими япалисем, çĕмĕрĕлмен савăт-сапа, апат-çимĕç çителĕксĕр.
Алина ИЗМАН.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.