- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăвашсен “тимĕр ледийĕ”
Кашни çыннăн пурнăç тĕллевĕ тĕрлĕрен. Пĕрисем ăна пуянлăхра кураççĕ: чаплă коттедж, ют çĕр-шывра кăларнă машина, юманран ăсталанă сĕтел-пукан, ылтăн-кĕмĕл... Теприсем вара телейне сăвă-кĕвĕре, кĕнекесенче, картинăсенче... тупаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Хĕвеллĕ урамра пурăнакан Елена Хĕвелпи хăйĕн кун-çулне чунлăхпа çыхăнтарнă. Унăн пĕр пÿлĕмлĕ хваттерĕнче музейри пекех - стенаран ал ĕçĕсем çакăнса тăраççĕ, çÿлĕксем çинче - кĕнекесемпе хаçатсем, Дипломсемпе Тав çырăвĕсем. Елена ХĔвелпи - ЧР Писательсен союзĕн членĕ, Хĕрарăмсен Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ, ЧР ШĔМĕн тата РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин хисеплĕ ветеранĕ, ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн ветерансен канашĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ. Вăл чунне уçса калаçнă хыççăн 65 çулта пурнăç тин çеç пуçланнине ĕнентĕм. Малалла вулас...
Комментари хушас