Альбина ЮРАТУ

2 Утă, 2020

«Психика чирĕпе туйăмлă çынсем ытларах аптăраççĕ»

Этеме çут çанталăк ăс-тăн панă. Вăл калаçма, шухăшлама, ĕмĕтленме, юратма, асапланма пултарать. Унăнни пек психика пĕр чĕр чунăн та çук. Психиатрсем этемĕн психикине лайăх ăнланаççĕ, çакăнпа çыхăннă тĕрлĕ чире сиплеççĕ.

28 Çу, 2020

«Пурнăçа телей тĕррипе тĕрлетĕп»

Пĕрисемшĕн телей — хаклă кĕрĕк, çăмăл машина, ют çĕршывра канни, теприсемшĕн вара — тăван халăх патне сăвă е калав кĕнекине çитерни. Тăван чĕлхене, культурăна аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшакан сăвăçсенчен пĕри — Зоя СЫВЛĂМПИ. 200 ытла юрă сăввисен авторĕ пирĕн тĕпелте чунне уçма килĕшрĕ.

23 Кăрлач, 2019

«Хастар утăмлă, ăслă та хăватлă тепĕр ăру килетех»

«Тăван Атăл» литература журналĕ Раççейри чи лайăх пилĕк наци пичет кăларăмĕсен йышне кĕнине пĕлсенех чун-чĕрепе çунатланса кайрăм. Çапла, тĕрĕсех, «Тăван Атăл» «Чи лайăх литературăпа ÿнер кăларăмĕ» номинацире çĕнтернĕ текен хыпар Интернетра хăвăрт сарăлчĕ.

19 Юпа, 2018

Ангелина Ивановна Павловская, çыравçă, педагог: «Эпир - Сироткинпа Горский профессорсен ачисем…»

Ангелина Павловская çыравçăпа тĕл пулса чуна уçма мана редакцие вулаканран килнĕ çыру хистерĕ. Ангелина Ивановна патне хаваспах шăнкăравласа ятăм. Хăй патне хăнана чĕнчĕ. Шупашкарăн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă хваттерне çăмăллăнах шыраса тупрăм.

Pages