Альбина ЮРАТУ

11 Юпа, 2018

«Уçă тумпа тухса куракана хамăртан сивĕтместпĕр»

«Хурăнташ» ушкăн юрăçи Анастасия КОНДРАТЬЕВА интернета çĕнĕ юрă кăларса хунă. Итлерĕм. Сасси те, юрри те питĕ килĕшрĕç. «Ун çинчен хаçатра тĕплĕнрех каласа параймăр-ши?» — интересленет тĕнче тетелĕнче пĕр тусăм. Мĕнех, вулакан ыйтăвĕ — чи сăваплисенчен пĕри.

30 Çурла, 2018

«Пурнăç сукмакĕпе суккăррăн ан утăр»

Ангелина ПАВЛОВСКАЯ çыравçăпа тĕл пулмашкăн мана редакцие килнĕ çыру хистерĕ. Хаçат урлă паллă çынсен шăпипе паллашас килни хавхалантарчĕ. Ангелина Ивановна патне хăнана хаваспах кайрăм.

24 Çурла, 2018

Ылхан

Аслă Ялăн аслă çулĕпе васкамасăр утакан Ульха хăйне хирĕç килен Маруçа курсан карта хĕррипе выртакан сукмак еннелле пăрăнчĕ. Ара, вăтам пÿллĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, пуçне чечеклĕ шур тутăр çыхнă хĕрарăмпа пĕрре те калаçасси килмерĕ унăн, анчах та Маруç Ульхана аллипе сулса тăхтама ыйтрĕ. Ырă мара сиссе чĕри темле чĕпĕтсе ыратса илчĕ пулсан та, Ульха Маруç кăмăлне çырлахтарчĕ, ун патнелле утрĕ. Пĕр-пĕрин патне çитнĕ икĕ хĕрарăм тăп чарăнса тăчĕ. Пĕр вăхăт пĕр-пĕрне куçран куç шăтарасла тинкерсе шăп тăчĕ. Кашни хăйĕн шухăшĕпе ейленчĕ.

26 Утă, 2018

«Çынсене савăнтарма пултарнишĕн телейлĕ эпĕ»

Алена АРСЕНТЬЕВА радиожурналиста, юрăçа курсан чунра яланах хĕвел çутатма пуçлать. Мĕншĕн тетĕр-и? Унра ăнланса çитереймен темĕнле хăват тапать, тути çинче йăл кулă вылять, куçĕ савăнăç хĕлхемне сирпĕтет, кĕлеткин кашни пайĕ ытарлăхпа, сапăрлăхпа тулнă… Аленăри ырă та çепĕç вăй тÿрех тыткăна илет.

Pages