Ылхан

24 Çурла, 2018

Аслă Ялăн аслă çулĕпе васкамасăр утакан Ульха хăйне хирĕç килен Маруçа курсан карта хĕррипе выртакан сукмак еннелле пăрăнчĕ. Ара, вăтам пÿллĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, пуçне чечеклĕ шур тутăр çыхнă хĕрарăмпа пĕрре те калаçасси килмерĕ унăн, анчах та Маруç Ульхана аллипе сулса тăхтама ыйтрĕ. Ырă мара сиссе чĕри темле чĕпĕтсе ыратса илчĕ пулсан та, Ульха Маруç кăмăлне çырлахтарчĕ, ун патнелле утрĕ. Пĕр-пĕрин патне çитнĕ икĕ хĕрарăм тăп чарăнса тăчĕ. Пĕр вăхăт пĕр-пĕрне куçран куç шăтарасла тинкерсе шăп тăчĕ. Кашни хăйĕн шухăшĕпе ейленчĕ. Унтан Маруç куçне айккинелле тартрĕ те шăппăн анчах: «Каçар мана пуриншĕн те, Ульха, каçар, эпĕ сан умăнта питĕ айăплă, хам тĕрĕс маррине тин ăнланса илтĕм, пурнăç ăнлантарчĕ», — тесе пиçсе çитнĕ çĕмĕрт çырли пек куçĕнчен шăпăртатса юхса аннă куççульне тутăрĕ вĕçĕпе шăлса илчĕ. Маруçăн пыр тĕпне чул чăмакки лакса ларчĕ тейĕн, çав йÿçĕ япалана вăл çăтса та яраймарĕ, ÿсĕрсе те кăлараймарĕ. Калас сăмахĕсем те чĕри тĕпĕнче тымарланса ларчĕç тейĕн. Ниепле те сасă пулса тулалла тухаймарĕç. Маруçăн куççульне курсан Ульхан чĕри çемçелчĕ, вăл хăйĕнчен кăштах лутрарах хĕрарăма аллипе хулпуççирен лăпкаса илчĕ. Çакна кĕтмен Маруç çуркунне çырмари пăр тапраннă хыççăн юхан шыв çырана тухса кайнăн сасăпах ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ. Унăн хулпуççийĕсем вĕттĕн-вĕттĕн чĕтренчĕç, кĕлетки лăштăр кайрĕ, пĕр самантрах çур ĕмĕр пурăнса курнă хĕрарăмран çитмĕл урлă каçнă ват карчăк сăнлă пулса тăчĕ. Тути пĕр чарăнмасăр: «Каçар мана, Ульха, каçар, каçарма пултаратăн пулсан, каçар, веçех хам айăплă, хамăн ылханăм аçа çапнăн хамах килсе çапрĕ. Хамах шар куртăм. Ах, мĕншĕн пĕрех хут ылхантăм-ши сана, ылхан çурмалла тесе пĕрре мар асăрхаттарчĕ вĕт мана анне, çук, итлемерĕм ăна, хам айванлăха пула, хам ухмахлăха пула хамах шар куртăм-çке. Ылханĕ çурмалла пулмарĕ вĕт, пĕтĕмпех, пуçĕпех, ман пата таврăнчĕ, хура пĕлĕт пек ман пÿрте тултарчĕ, чуна пушатса хăварчĕ, куçăма тĕтре картарчĕ, урана сăнчăр çыхтарчĕ... Ах, ма ылхантăм-ши, ма ылхантăм-ши? Хам пуçа ма хам çирĕм-ши?» — тесе ниçта кайса кĕреймен хĕрарăм пуçне икĕ аллипе ярса илсех Ульха урисем умне кукленсе ларчĕ, унтан ăна пĕççинчен ярса илсе пуçне унăн чĕркуççийĕсем çумне тĕкрĕ. «Каçар, Ульха, каçар, санпа пĕрле аслă та хăватлă Турă та каçартăр мана... Сан юратнă кĕçĕн хĕрÿ вилтĕр тесе ылхантăм вĕт сана, ир те каç та пĕр çывăрми куççуль тăкмалла пултăр тесе ылхантăм, чĕрÿ пăрланса лартăр, уру ан уттăр, куçусене тĕтре картăр тесе ылхантăм, халь ак хамăн чи юратнă кĕçĕн хĕрĕм çĕр айĕнче выртать... Хамăн сăмахсем хам патах таврăнчĕç вĕт! Мĕнле утса çÿрес ĕнтĕ ман халь çĕр пичĕ тăрăх... Мĕнле пурăнас? Микуль куçне епле пăхас? Ара, ачасен тупăкĕ çине тăпра муклашкине пирĕн мар пăрахмалла, вĕсен пирĕн куçа хупса ĕмĕрлĕхех леш тĕнчене ăсатмалла...» Маруç тепĕр хут аллисемпе пуçне ярса илчĕ, çĕр çумнех кукленсе ларчĕ, унтан йăванса кайрĕ, тусанпа чыхăна-чыхăна шалтан хăйăлтатса тухакан сассипе чарăнми ĕсĕклесе йĕчĕ.
Ульха Маруç сăмахĕсене итленĕ май малтан хытса кайрĕ, пичĕ шурса ларчĕ, унăн кăн-кăвак пĕлĕтсĕр тÿпе тĕслĕ куçĕ хуралса килчĕ, пуçĕ çаврăнчĕ, кăмăлĕ пăтраннипе пыр тĕпне хăсăкĕ капланчĕ, çав самантра унăн куçĕ умне йăрăс пÿллĕ те чипер сăнлă кĕçĕн хĕрĕн — Эльтин — сăнĕ тухса тăчĕ. Йăл-йăл кулать пек пылак тĕпренчĕкĕ, амăшне юратнине куллипе систерет пек. Ульхана лайăх-лайăх пулса кайрĕ, ÿчĕ тăрăх ăшă хум чупса иртрĕ, тин çеç тăхăр хутлă-хумлă тинĕс пек хумханакан чунĕ тÿрех лăпланчĕ. Эльтин чипер сăнне куç умĕнчи пекех курнă Ульха тÿрех пăшăрханма пăрахрĕ, хăйĕн пурнăçне Пирĕштисем упранине туйса илнĕн çемçелнĕ кăмăлĕпе аслă çул хĕрринче хăйĕн урисен умĕнче тусан çинче выртакан Маруçа пĕшкĕнсе ик аллипе йăтса илчĕ, ура çине тăма пулăшрĕ. Хуйхăпа пусăрăннă хĕрарăмăн тусанланнă кĕпине васкамасăр ик аллипе шаккаса тасатма пулăшрĕ, Маруçа куçĕнчен тилмĕрсе тинкерчĕ те пĕр тарăхмасăр, çилленмесĕр лăпкăн çеç: «Енчен те санăн чуну эпĕ каçарнă хыççăн лăпланаять пулсан, Маруç, эпĕ сана каçаратăп. Иксĕмĕр хушăмăрта мĕн пулни-иртнине, паллах, манаймăп, нумай шар кăтартрăн эсĕ мана, миçе çул, миçе каç канлĕн çывăрттармарăн, чуна çунтартăн, асаплантартăн... Чĕррисен пурăнмалла, вилнисене текех тăратса лартаймăн, эпир вĕсене асăнсан та вĕсем пире ан асăнччăр, хĕрÿн чунĕ çырлахтăр, лăпкăлăхра çÿретĕр, çÿллĕ-çÿллĕ тÿпере шур пĕлĕтсем хушшинче канлĕх тупайтăр, ытла та кăмăллăччĕ вăл сан, тĕл пулсан яланах сывлăх сунатчĕ. Ман кĕçĕн хĕрĕмпе туслăччĕ вăл, курнăçсан икĕ чĕвĕл-чĕвĕл кайăк пек чĕвĕлтететчĕç, уйăрма та çукчĕ вĕсене. Пĕл, унăн черчен чунĕ леш тĕнчерен сана килсе ан асаплантартăр тесе каçаратăп эпĕ сана». Ульха Маруç куçĕнчен тепĕр хут шеллесе тинкерчĕ те каялла çаврăнса пăхмасăр аслă çулпа ял вĕçĕнче вырнаçнă масар еннелле утрĕ. Ял варринче пĕччен тăрса юлнă вăйран ÿкнĕ Маруç чылайччен нăйкăшакан чунне итлесе Ульха куçран çухаличченех чĕмсĕррĕн сăнаса тăрса юлчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.