Ылхан
Аслă Ялăн аслă çулĕпе васкамасăр утакан Ульха хăйне хирĕç килен Маруçа курсан карта хĕррипе выртакан сукмак еннелле пăрăнчĕ. Ара, вăтам пÿллĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, пуçне чечеклĕ шур тутăр çыхнă хĕрарăмпа пĕрре те калаçасси килмерĕ унăн, анчах та Маруç Ульхана аллипе сулса тăхтама ыйтрĕ. Ырă мара сиссе чĕри темле чĕпĕтсе ыратса илчĕ пулсан та, Ульха Маруç кăмăлне çырлахтарчĕ, ун патнелле утрĕ. Пĕр-пĕрин патне çитнĕ икĕ хĕрарăм тăп чарăнса тăчĕ. Пĕр вăхăт пĕр-пĕрне куçран куç шăтарасла тинкерсе шăп тăчĕ. Кашни хăйĕн шухăшĕпе ейленчĕ.