- Чăвашла верси
- Русская версия
«Уçă тумпа тухса куракана хамăртан сивĕтместпĕр»
«Хурăнташ» ушкăн юрăçи Анастасия КОНДРАТЬЕВА интернета çĕнĕ юрă кăларса хунă. Итлерĕм. Сасси те, юрри те питĕ килĕшрĕç. «Ун çинчен хаçатра тĕплĕнрех каласа параймăр-ши?» — интересленет тĕнче тетелĕнче пĕр тусăм. Мĕнех, вулакан ыйтăвĕ — чи сăваплисенчен пĕри. Анастасия патне шăнкăравларăм. Вăл вара пĕччен мар, ушкăнри юрăç-тусĕпе Анастасия АДЯКОВĂПА килсе çитрĕ. Калаçăва Анастасийăран пуçларăм.
— Настя, эсĕ хăв пирки Томск
облаçĕнчи Белоусово ялĕнче кун
çути куртăм тетĕн. Чăваш çĕршыв-
не мĕнлерех çулсемпе килсе
çитрĕн?
— Çывăх çыннăмсем — чăваш-
сем. Атте — Вăрнар районĕнчи Во-
лонтертан, анне – Элĕк районĕ-
нчи Мăн Шĕвĕшрен. Çамрăк мă-
шăр çемье çавăрсан аттен аппăшĕ
чĕннипе Белоусово ялне пурăнма
тухса кайнă. Иккĕшĕ те фермăра
ĕçлеме пуçланă: атте — трактори-
стра, анне ĕне сунă. Часах çемьере
умлă-хыçлă виçĕ хĕрача çуралнă.
Аппа Катюша, унтан эпĕ, кăштах-
ран йăмăкăм Таня кун çути курнă.
— Чăвашла питĕ илемлĕ те таса
калаçатăн. Çемье пуçĕсем сирĕ-
нпе ачаран тăван чĕлхепе калаçнă
пулмалла.
— Вырăссен хушшинче пурăн-
нăран эпир çак халăх чĕлхипе
калаçса ÿснĕ. Килте вара аттепе
анне пупленине итленĕ. Ÿснĕçем
тăн çухатма пуçланă эпĕ. Аслисем
ман сывлăхшăн пăшăрханса ÿкнĕ.
Тухтăрсенчен мана кунти сывлăш
юраманнине пĕлнĕ. Пĕр тăхтаса
тăмасăр аттен тăван ялне таврăн-
нă. Атте пĕр организацие хуралçа
вырнаçнă, анне кондитер ĕçне кă-
мăлланă.
— Шăпаран иртме çук пуль çав.
Вăл хăех пире мĕнле çулпа илсе
çÿремеллине пĕлет. Чăваш хĕрĕ
тăван чĕлхене, йăх-
несĕлсен йăли-йĕркине
хисеплесе пурăннишĕн
хĕпертетĕп.
— Тăван чĕлхене
урамра вĕрентĕм. Мал-
танласа илтнĕ сăмахсе-
не тÿрех калаймастăм.
«Пуртă» вырăнне «турба» теттĕм.
Тантăшсем манран ахăлтатса ку-
латчĕç. Паян атте-анне чĕлхинчен
хитререххи çуках тесе шухăшла-
тăп. Вăл ман чуна çывăх. Шăп та
лăп çакă юратнă профессие суй-
лама пулăшрĕ. Кÿршĕ ачисемпе
ялти клуба чупаттăмăр. Илемлĕх
ертÿçи Галина Иванова мана хăй
ушкăнĕпе концерт лартнă чух сце-
на çине пĕччен юрлама кăларчĕ.
Галина Васильевна фольклорпа
интересленнĕрен халăх юррисене
юратма вĕрентрĕ. Анне те фоль-
клор ушкăнне çÿретчĕ. Ял урамĕпе
клубалла мана алран тытса утатчĕ.
— Аннÿн сансăр пуçне тата икĕ
хĕр ÿснĕ...
— Аппапа йăмăк юрлама юрат-
сах каймастчĕç. Эпĕ часах калаçма
пуçлайман. Кукамай чĕлхене уçас
тесе мана «Виновата ли я» юрă
вĕрентнĕ. Уçă сассăмпа ăна пур
çĕрте те юрласа çÿренĕ имĕш эпĕ.
Пуçламăш класра магнитофон кас-
сети çине вăрттăн никама систер-
месĕр юрăсем юрласа çыраттăм.
Вăтаннипе кассетăна пытараттăм.
Телее, ăна анне ăнсăртран тупнă
та итлесе пăхнă. Тĕлĕннĕ. Ман-
ран юрăç тума ĕмĕтленнĕ. Анне
мана пур енчен те пулăшрĕ. Гали-
на Иванова конкурссене хутшăн-
тарма пуçласан илемлĕ çи-пуç
хатĕрлетчĕ. Пĕррехинче хăйĕн
çĕнĕ саппунне шеллемесĕр йă-
мăкпа иксĕмĕре пĕрер пĕчĕк сап-
пун та çĕлесе пачĕ. Аттен алли те
ылтăнччĕ. Пурăннă чух виçĕ çурт
лартнă. Купăс ăстиччĕ тата. Ялта
пĕр туй та унсăр иртмен. Манăн та
атте пек пулас килетчĕ. Портфеле
купăс пек тытаттăм та урам тăрăх
выляса утаттăм. Аттене купăс вăрт-
тăнлăхне уçма ыйтрăм. «Пултару-
лăху пур пулсан хăвах тăрăшăн.
Ак сана — купăс. Тыт та вĕрен», —
пулчĕ хуравĕ. Купăс сассине итле-
итле кĕвĕ калама хăнăхрăм. Пÿрт
умне тухса лараттăм. Ман тавра
тÿрех тантăшсем пухăнатчĕç. Йă-
мăкăм çитĕнсен Галина Иванова
пире сцена çине пĕрле кăларма
пуçларĕ. Таня кĕрешÿпе интерес-
ленчĕ, пĕрре мар çĕнтерÿçĕ ята
тивĕçрĕ. Эпĕ кун-çула музыкăпа
çыхăнтартăм. 13 çулта чух Турци-
ре иртнĕ ача-пăчасен фестивальне
те хутшăнма тÿр килчĕ. Финала тух-
рăм. Киле ылтăн медальпе таврăн-
тăм. Аппа вара ăста ташлатчĕ, ан-
чах та вăл паян флористра ĕçлет.
— Компьютер пулăшнипе илемлĕ
сасă кăларакан юрăçсем çумăр
хыççăнхи кăмпасем пекех ĕрче-
се кайрĕç. Эсĕ ав ятарлă музыка
пĕлĕвĕ илмесĕр пысăк сцена çине
тухма васкаман...
— Шкул хыççăн И.Я.Яковлев
ячĕллĕ ЧППУри музыка факуль-
тетĕнчи фольклор уйрăмне вĕрен-
ме кĕтĕм. Зинаида Козлова вĕрен-
текен мана тÿрех асăрхарĕ, ява-
плăхшăн килĕштерчĕ. Эпĕ унăн
занятийĕсене пĕрре çеç сиктернĕ
– аттене юлашки çула ăсатнă чух-
не. Атте ĕçкĕ-çикĕпе аташман. Вăл
аллине купăс тытсанах çемйипех
ташша яраттăмăр. Аттепе сыв пул-
лашма питĕ йывăр пулчĕ. Пĕрре-
хинче пирĕн занятие «Хурăнташ»
ушкăн юрăçи Оксана Степанова
килчĕ. Сасса килĕштерчĕ. Ушкăна
чĕнчĕ. Çапла манăн пурнăç чăваш
эстрадипе тачă çыхăнчĕ.
— Хăвна паллă юрăç пек туятăн-
и?
— Капла шутлама иртерех-ха.
Ĕçлемелли нумай. Сумлисенчен
тĕслĕх илетĕп. Сцена çине чăваш
тумĕпе тухатăп. Ушкăнра юрла-
са нумай кăлтăка тÿрлетрĕм. Виçĕ
концерт лартрăмăр. Çĕнĕ юрăсем
çыратăп. Юрăсене пĕччен те шă-
рантаратăп. Репертуара «Кĕтсе
илеймерĕм», «Ан тăк, чиеçĕм,
çеçкÿне», «Икĕ çунат» юрăсемпе
пуянлатрăм. Пирĕн юрăсем лăпкă,
кĕвви чуна тыткăнлать. Сцена çине
уçă тумпа тухса куракана хамăртан
тĕксе ямастпăр. Куракан, тен, пире
шăп та лăп çакăншăн килĕштерет.
— Эсĕ питĕ маттур хĕр пĕрчи
амăшĕ иккенне пĕлетĕп.
— Даринăна мăшăрпа иксĕмĕр
хушăра «Тур пани» тесе чĕнетпĕр.
Вăл çулталăк та 4 уйăхра çеç-ха.
Мансăр пĕр самант та тăрасшăн
мар. Хамăн та ăна вăрах курмасан
сывлăш тухмасть. Эпĕ телейлĕ.
Манăн — икĕ анне, пĕр атте. Анне-
сен ячĕсем те пĕр пек – Светлана.
Пире вĕсем пур енпе те пулăшаççĕ.
Хамăр та вăй çитнĕ таран вĕсем
патне çитме тăрăшатпăр. Хуняма-
па хуняçа, анне пире ыр сунса пил-
лесех тăраççĕ.
— Сцена çинче чух эсĕ юрла-
нине çĕр-çĕр куç сăнать. Мăшăру
кĕвĕçмест-и?
— Денис мана культура кермен-
не машинăпа хăех леçсе ярать.
Сумкăсемпе троллейбусра çÿресе
нушалантармасть. Унпа иксĕмĕре
тус паллаштарчĕ. Пĕр-пĕрне виçĕ
çул тĕрĕсленĕ хыççăн туй кĕреки-
не пур тăвана пухрăмăр. Мăшăрăм
питĕ ĕçчен, шанчăклă тус, юрата-
кан савни. Хальлĕхе килте ача пă-
хатăп. Юратнă ĕçĕм вара Шупаш-
карти 125-мĕш ача сачĕ, унта шă-
пăрлансене юрлама вĕрентетĕп.
— Анастасия, тинех сан пата та
черет çитрĕ. Янăравлă хушамат-
на мăшăрун Юнкеров хушамачĕпе
улăштарма шел пулмарĕ-и?
— Мăшăрăн хушамачĕ аттеннин-
чен пĕрре те кая мар. Мăн асатте-
сем Çĕмĕрле районĕнчи Хутар са-
лине Елчĕк тăрăхĕнчен вăрман
хÿтлĕхне шыраса килнĕ. Чи-чи мăн-
нине Атяк тесе чĕннĕ. «Çапла май-
па пирĕн хушамат пуçланса
кайнă та», — тет атте. Сăмах
май, анне хушамачĕ те Адяко-
ва. Икĕ пултаруллă йăхăн юнĕ
шăп та лăп мана куçнă пуль.
/Кулать./
— Аçупа аннÿ юрăçсем-им?
— Çапла, юрăçсем... /Ку-
лать./ Ялта иртекен кашни уяврах
юрлаççĕ. Атте хăй тĕллĕн купăс ка-
лама вĕреннĕ, пур кĕвве те пĕрре
илтсех калама пултарать. Анне
вара ун çумĕнче хаваспах юрă шă-
рантарать.
— Телейлĕ çемьере ÿснĕ эсĕ. Ха-
лăх йăли-йĕркине хисеплеме ача-
ран хăнăхтарнă сана...
— Пĕчĕк чух аннене диван çине
лартаттăм, аллине чечек çыххи
тыттараттăм. Хам вара скакал-
ка аврине микрофон вырăнне усă
курса юрăсем шăрантараттăм. Юр-
ласа тăрансан анне мана чечек
çыххи парнелетчĕ. Эпĕ чăн-чăн ар-
тист пек пуç тайса тав тăваттăм.
Виççĕмĕш сыпăкри аппапа Ирина
Самсоновăпа клубри тĕрлĕ кружо-
ка çÿреттĕмĕр. Унта ĕçлекенсене 5
тенкĕпе билет сутса концерт ларт-
са параттăмăр. Малалла вулас...
Комментари хушас