Комментари хушас

19 Юпа, 2018

Ангелина Ивановна Павловская, çыравçă, педагог: «Эпир - Сироткинпа Горский профессорсен ачисем…»

Ангелина Павловская çыравçăпа тĕл пулса чуна уçма мана редакцие вулаканран килнĕ çыру хистерĕ. Ангелина Ивановна патне хаваспах шăнкăравласа ятăм. Хăй патне хăнана чĕнчĕ. Шупашкарăн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă хваттерне çăмăллăнах шыраса тупрăм. Аллине ÿксе хуçнă хыççăн уйăх ытла калем тытайманнине пула пĕр йĕрке те çырманскер килте ларса тунсăхласа çитнĕ пулмалла, мана çур кун ытла хăйĕн пурнăçĕнчи чылай вăрттăнлăха пĕр пытармасăр каласа пачĕ. Анчах та сыв пуллашнă чух кун-çулăн чылай пулăмĕ иксĕмĕр хушăмăрта çеç юлтăр тесе ыйтрĕ, çырма хушмарĕ. Мĕнех, вулакан патне «Литературная Чувашия» конкурсра тăватă хутчен çĕнтернĕ çыравçă мана мĕн пĕлтерме юранине вара кăмăлпах çитеретĕп.
Ангелина Ивановна, пĕр пÿлĕмрĕ хваттерте пĕччен пурăнма тунсăхлă мар-и сире? Пурнăç урапи те ав сире килес çул 80 çул патне кустарса çитерет...
— Мĕн вăл тунсăх? Тунсăх вăл – пушă вăхăтра ним тума аптăрани. Манăн нихăçан та пушă вăхăт çук.
Ак тата! Вăхăтăра калавсемпе повеçсем çырнисĕр пуçне мĕн туса ирттеретĕр тата?
— Тепĕр тесен, вăхăт пушă пулать-и вара? Вăхăтăн кашни саманчĕ хăй ĕçне тăвать: малаллах каять, хăш чух утать, хăш чух чупать е тата вĕçет... Кашни вăхăтăн хăйĕн ĕçĕ.
Вăхăта туйма пултаракан ун чăн хакне те пĕлет апла пулсан!
— Ман шухăшпа, вăхăта ăнланман, туйман çын çук, анчах та ăна кашни хăйне май курать, хаклать, йышăнать.
Ан та калăр-ха, эпир те, паянхисем, питĕ хăйне евĕрлĕ вăхăтра пурăнатпăр. Совет обществи пасар саманине йышăннă вăхăт халь. Пăтранчăк вăхăт. Чылайăшĕ хăйне тупаймасть. Укçа çын пуçне касать, чуна пăвать — тĕрĕс çулран пăрать. Патшалăх пурлăхне пайласа, çаратса чылайăшĕ пуйса юлчĕ...
— Ыраттармалли çеç мар, савăнмалли, хавхаланмалли те сахал мар. Пĕтĕмпех хура сăрăпа сăрлар мар-ха. Çĕн кун пуçланать те... пĕтĕм тĕнче йăл кулать, хĕпĕртет. Лапка-лапка юр пĕрчи ÿкме пуçласан пĕтĕм тĕнче çуталса çĕнĕлет. Çурхи хĕвел çиçме пуçласан тата... пĕтĕм тĕнче юрă юрлать. Вилнĕ çын та чĕрĕлсе тăрассăнах туйăнать.
Çыравçă чĕлхи – сăнарлă чĕлхе. Манпа тĕл пулас умĕн хăвăр инкекĕр çинчен пĕлтертĕр. Çав вăхăтрах шÿтлесе: «Алă хуçăлни – чĕлхе хуçăлни мар-ха», — тесе мана лăплантартăр. Афоризм шайĕнче пурте пуплеймеççĕ.
— Тавралăха сăнама, ăнланма пĕлни, тăван чĕлхене юратни – кашни чăваш çыннинче! Темле курнăçланма тытăнсан та чи кирлĕ сăмаха чăвашлах персе яраççĕ. «Эй, кĕрепле!» е тата урăх сăмах... Эпĕ ачаран чăваш ялĕнче ÿснĕ, пурăннă, чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Килте те чăвашлах калаçнă. Анне илемлĕ те пуян чĕлхепе калаçнине чарăнса тăрсах итлеттĕм. Эпĕ унран пĕр вырăс сăмахĕ те илтмен. Ялта вунă вырăс çемйи пурччĕ. Хĕр-туссем те вырăссемехчĕ. Чăвашлах калаçаттăмăр.
«Эпир — Сироткинпа Горский профессорсен ачисем», — тетĕр.
— Пире, 60-мĕш çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ пухнисене, тăван чĕлхене юратма, унпа мăнаçланма пысăк чĕлхе ăстисем С.Горский, М.Сироткин, А.Канюкова, В.Канюков, И.Павлов, И.Одюков вĕрентнĕ. Шел, халь пирĕн хушăра çук вĕсем. Анчах та ăсчахсем халалласа хăварни – халăхра. Виççĕмĕш курс хыççăн çерем уçнă çĕре Барнаул леш енне çитсе куртăм. Пĕр уявра чăваш студенчĕсем пысăк вăйă карти çаврăмне тăнă. 10 купăсçă пĕр харăс купăс тăсса ячĕç. Чăваш кĕвви уй çийĕн, çерем тăрăх таçта çитичченех янраса кайрĕ. Кашни купăсçă умĕнче каччăсем ура хуçса ташлаççĕ. Халь те чун хумханса кайрĕ. Хăть ăçта та эпир чăваш пулнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.