Комментари хушас

26 Авăн, 2014

Чылай сипленсен Арина калаçма хăнăхнă

"Пăру е вăкăр туянасшăн?" - ыйтрĕç Вăрнар районĕнчи Çĕньялсем Ананьевсем ăçтарах пурăннипе кăсăклансан. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраканскерсем патне çынсем час-часах çак ыйтупа килеççĕ-мĕн. " Вĕсен пÿрчĕ колхоз сачĕ пулнă вырăнта, сылтăмалла пăрăнмалла", - çул кăтартрĕç кинемейсем.

Çуралма васканă

Хапха умĕнче трактор, техника хатĕрĕсене курсан ку Ананьевсен пулнине тавçăртăм. Ют çынна асăрхасан кил хуçи арăмĕ хыпаланса ÿкрĕ. Мăшăрĕ трактор валли хатĕр туянма Вăрнара кайнă-мĕн. "Часах çитĕ, вăл йăлтах каласа кăтартĕ. Манăн ачапа заняти ирттермелле", - ăшталанчĕ Алина Владимировна шалалла иртме сĕннĕ май. Амăшĕ залри сĕтел хушшинче кÿме çинче ларакан хĕрĕ патне васкарĕ.

Арина çут тĕнчене васкаса килнĕ, амăшĕн варĕнче ÿссе çитмесĕрех, 6 уйăхра, 1100 грамм виçепе кун çути курнă. "Аслипе кĕçĕнни хушшинче - 8 çул. Çакă юрамарĕ-ши? Умлăн-хыçлăн çуратмалла пулнă та..." - Арина мĕншĕн сусăрланнин сăлтавĕ халĕ те канăçсăрлантарать ăна. Аня вĕренме кайсан кĕçĕнни пулăшаканни пуласса шаннă, анчах шăпаран иртеймĕн. Чĕри айĕнче иккĕмĕшне йăтса çÿренĕ чухне Алина лавккара ĕçленĕ, тулли михĕсем çĕклеме тивнĕ.

Аринăна ДЦП диагноз палăртнăранпа хитре çак хĕрарăмăн куçĕ типме пĕлмест, ăна хуйхă пусăрăнтарать. Сыватмăша ăçта кăна çитмен-ши? Операци сĕтелĕ çине миçе хут выртман-ши пĕчĕк хĕр ача? Чылай сипленнĕ, çапла Арина калаçма хăнăхнă. Сăмахсене чиперех сыпăнтарать вăл, çырма та, шутлама та пĕлет. 4-мĕш класс программине амăшĕ тата Ольга Андреева вĕрентекен пулăшнипе шĕкĕлчет. Ольга Ивановна - Çĕньялтанах, Нурăсри шкулта ĕçлет. "Пирĕн пата çÿреме килĕшнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕмĕр, мĕншĕн тесен Арина çынпа хутшăнасшăн. Тăвансен ачисем те ун патне выляма пыраççĕ. Дистанци мелĕпе вĕренме сĕнсен хаваспах килĕшĕттĕмĕр", - палăртрĕ Алина Владимировна.

Туй укçипе кирпĕч туяннă

Алинăпа Андрей пĕр ялта çуралса ÿснĕ. "Пĕррехинче, 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне /Андрей аслă класраччĕ/ шкулта кино куртăмăр. Залра вырăн çуккипе Андрей çумне лартăм. Çавăн чухне юлташĕсем умĕнче: "Ку манăн арăм пулать", - тесе шÿтленине халĕ те манаймастăп. Мĕн хистенĕ-ха ăна çак сăмахсене калама? Андрей хăй те пĕлмест", - аса илчĕ çемье ăшшин управçи.

Кĕçех Андрей Николаевич çитрĕ. Хĕрне кÿме çинчен илчĕ те чĕрçи çине лартрĕ. Ашшĕ ăшшине туйнă хĕр пĕрчин куçĕ савăнăçпа çиçрĕ. Çакнашкал ÿкерчĕке курсан чун ирĕлчĕ, пыра йÿçĕ капланчĕ...

Кил хуçи пирĕн калаçăва хутшăнчĕ. Çамрăксем пĕрлешнĕ хыççăн упăшкин тăван килĕнче ашшĕ-амăшĕпе икĕ çул пурăннă, çĕнĕ çурт лартма хатĕрленнĕ. Туйра пухăннă укçапа... кирпĕч туяннă. Пус çумне пус хушмашкăн аслисем те вĕрентнĕ. Хунямăшĕ Любовь Афанасьевна кинне суту-илÿ ĕçне явăçтарнă. "Çурăм хыçне кутамкка çакса, икĕ алла витре йăтса çырла сутма çÿреттĕмĕр. Нурăс пасарĕнче тăма вăтанаттăм, намăс пек туйăнатчĕ. Купăста, çĕр улми, кишĕр, сухан йăта-йăта кайса сутнă. Пуйăса ларса Канаша çитеттĕмĕр, Çĕмĕрлене те çÿренĕ. Пĕрре унтан сысна çурисем илсе килтĕмĕр, Нурăсра хаклăрахпа сутма ĕмĕтлентĕмĕр. Анчах палăртни пурнăçланмарĕ - сысна çури хакĕсем унта та çавăн пекех. Йÿнĕпе сутиччен хамăрах усрарăмăр. 13 пуçран 5-шне çăвăрлаттартăмăр. Амасем ăратлă пулчĕç: 10 çураран ытла "парнелерĕç", - каласа кăтартрĕ Алина.

Пурнăç хистенипе

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, шалу тÿлемен чухне, çурт епле çĕклемелле? Ку ыйту самаях шухăшлаттарнă: ĕç кунĕ шучĕпе колхоз бригадине тăрă виттерни те пулнă, суту-илÿ те ал-ура çавăрса яма пулăшнă. Темиçе сысна усрасан та хăйсене çимелĕх пуçĕпе урине кăна хăварнă, ыттине пасара кайса сутнă. Урăхла май пулман: пурнăç çапла хистенĕ. Çемье укçана тĕллевлĕ пухса пынă. Килти кашни япалан - хăйĕн историйĕ. Палăртнине илес тесе тутлă çиеймен, капăр та тумланайман. "Сирĕн çăмăл машина пур та пасара çÿресси нимĕн те мар", - тенĕ хăшĕ-пĕри Ананьевсене. Вĕсен транспорт яланах пулман-çке, хул пуççи çинче мĕн чухлĕ йăтнине пĕлмĕш тăваççĕ-ши? Ананьевсем сĕт юр-варне сутма хулана çÿренĕ. Халĕ ĕç кăштах сахалланнă - сĕте яла килекен усламçа параççĕ.

Амăшĕ Алинăна качча кайнă чухне пушмак пăру парса янă. Колхоз вăкăрĕсене сахал мар ÿстернĕ, çакăншăн пăру илсе килнĕ, вĕсене пăрулаттарса йыша хушнă. Халĕ Ананьевсен - 6 ĕнепе 1 тына. Ĕне сумашкăн упăшкипе арăмĕ пĕрле тухаççĕ. Кăçал аппарат туяннă вĕсем, анчах выльăх ăна йăпăр-япăрах хăнăхаймасть-çке-ха.

Çичĕ пуç валли мĕн чухлĕ утă-улăм кирлĕ? Сахал мар. Ананьевсем 10,5 гектар çĕр çинче костерпа люцерна ÿстереççĕ, çĕр улми, купăста лартаççĕ. Пахча çимĕç сутмалăх та юлать. Çу каçипе ăшталанмалăх пур. Ананьевсем - фермерсем мар, çĕр ĕçĕпе тăранса пурăнакан ахаль çемье, хăйсем ĕçлесе илнĕ çăкăра çиеççĕ. Андрейăн та, Алинăн та ашшĕ-амăшĕ пулăшма яланах хатĕр. Вĕсем çĕр улми, утă пуçтарма та ÿркенмеççĕ, мăнукĕсене пăхма та хапăл. Николайпа Любовь Ананьевсем те, Риммăпа Владимир Семеновсем те - ялта ятлă-сумлă çынсем. Ачисем те вĕсене хывнă. Виçĕ çемье пĕрле укçа пуçтарса тăватă çул каялла трактор илнĕ. Техника ял çыннин ĕçне чылай çăмăллатать. Çывăх вăхăтра çĕр улми кăлармалли хатĕр туянасшăн. Ананьевсем тĕллевĕсене пурнăçлаççĕ. Пĕрмай ĕçлеççĕ, çĕнетеççĕ. Пĕр сăмахпа - лайăх пурăнма ăнтăлаççĕ.

Аньăна та пĕчĕкренех куршанак çыпăçнă. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнăскер Санкт-Петербургри аслă шкулта пĕлÿ пухать. Амăшĕ те хĕрĕ лайăх профессие вĕрентĕр тесе çине тăнă. Çамрăк чухне Алина аслă пĕлÿ илеймен, Андрей ăна: "Хулара хĕрсем пăсăлаççĕ", - тесе Шупашкара яман.

Килĕшÿллĕ çак мăшăр пĕр-пĕрин çине ăшă куçпа пăхать. Вĕсем кашни ĕçе канашласа пурнăçлама хăнăхнă. Алинăпа Андрей пĕлтĕр никама пĕлтермесĕр венчет тăнă. Чунĕсем çапла хистенĕ. Ашшĕ-амăшĕ Турă саккунĕпе килĕшÿллĕн пурăнсан ачисене те ырлăх тиветех.

Алина ИЗМАН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.