Комментари хушас

26 Авăн, 2014

Хусан сцени çинче чăваш спектаклĕ янăрарĕ

Театра ачаранпах юрататăп. К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсене ун чухнех паллаттăм. Акă театрпа пĕрле Хусана фестивале каймаллине пĕлтерчĕç. Тĕрĕссипе, халĕччен артистсемпе çывăх хутшăнса курманччĕ. Паллă çынсемпе гастроле яни - маншăн пысăк чыс. "Чипер кайăр, халăха тĕлĕнтерĕр!" - çакнашкал сăмахсемпе ăсатрĕ ĕçтешĕсене театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев. Тĕлĕнтересси пирки иккĕленÿ çук: республикăри чи сумлă театр-çке. Тата А.Пăрттан "Укçа чул кастарать" драми репертуартан тăватă çул каймасть, куракан ăна хапăлласа йышăнать. РФ тата ЧР халăх артисчĕсем Нина Яковлевăпа Нина Григорьева, ЧР халăх артисчĕсем Геннадий Медведевпа Валентина Ситова, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Надежда Воюцкаяпа Сергей Иванов, çавăн пекех Николай Котеев, Надежда Кузьмина, Александр Демидов артистсем, режиссер пулăшуçи Александр Яковлев, Людмила Латышева диктор тата ыттисем çула тухрĕç. Вĕсемпе пĕрле эпĕ те, "Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ, пĕр автобусра ларнине ĕненес те килмерĕ... Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.