Archive - 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

декабрь 19th

19 Раштав, 2014

Чашăк-тирĕк шакăртатниех уйрăлмалли сăлтав-и?

Уйрăлакан мăшăрсем пирки сиввĕн калаçнă вăхăт хыçа юлнă ĕнтĕ. Ĕлĕк упăшкипе арăмĕ çын сăмахĕнчен шикленнĕ, темĕнле йывăр пулсан та ĕмĕре пĕрле ирттернĕ. Халĕ, статистика пĕлтернĕ тăрăх, ЗАГС кăтартăвĕсем лăплантармаççĕ. Пĕлтĕр 1225501 çемье пуçне 667971 уйрăлу пулнă. Чылай хĕрпе каччă туй кунне ĕмĕрлĕхе астуса юлать. Ку пулăм мăшăра нумай савăнăç кÿрет. Анчах, шел те, çемьесенчен чылайăшĕ çирĕп мар, çавăнпах вĕсем арканаççĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Пĕрремĕш вырăнта - алкоголизмпа наркомани. 26 проценчĕ пурăнмалли вырăн çукран уйрăлать.

19 Раштав, 2014

Хĕл Мучи чирлĕ ачасене пулăшасшăн

Чи асамлă уявсенчен пĕри - Çĕнĕ çул - çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Хăйне евĕр праçнике ачасем çеç мар, студентсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çук, парне илессишĕн мар. Пачах урăх сăлтавпа. Ара, чылай яш-хĕр Çĕнĕ çулта уявăн чи хаклă хăни пулса тăрать-çке. Çамрăксен сесси умĕн вăхăт сахал пулин те вĕсем Хĕл Мучипе Юр Пике тумĕсене тăхăнса пĕчĕккисене савăнăç кÿме тăрăшаççĕ. Хальхинче "Студентсен утравĕн" тĕпелне ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче ăс пухакан Владислав Московцева йыхравларăм.

19 Раштав, 2014

Çыравçă ят-сумĕ пулсан...

Азербайджанри Баку хулине, тĕрĕк халăхĕсен çамрăк çыравçисен форумне, кайма пуçтарăнсан пуçра тĕрлĕ шухăш капланчĕ. Чи малтанах тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен литератури епле аталаннине, вĕсене патшалăх мĕнле пулăшнине пĕлес, çамрăк авторсен пултарулăхĕпе паллашас килчĕ. Çавăнпа форум программипе килĕшÿллĕн йĕркеленнĕ мероприятисенчен пушансанах тĕрлĕ çĕршывран пухăннă çыравçăсемпе çывăх хутшăнтăм, пĕрле тĕрлĕ ыйту тавра калаçрăмăр, сăмах çăмхи кашнинчех çур çĕр иртни икĕ-виçĕ сехетчен сÿтĕлчĕ.

декабрь 12th

12 Раштав, 2014

“Тăватă çунатпа вĕçетĕп”

Мĕнрен килет-ши çын телейĕ? Телейлĕ пулма пĕлетпĕр-ши эпир? Телейлĕ пулас тесен мĕн тумалла? Çак ыйтусен хуравне ЧР тава тивĕçлĕ артисткипе, Çамрăксен театрĕн ĕçченĕпе Татьяна Зайцева-Ильинапа шырарăм.

12 Раштав, 2014

“Хыпар” хаçат парнисемшĕн - 31-мĕш хут

Декабрĕн 6-7-мĕшĕсенче "Хыпар" хаçат тимĕр вăййипе туслисене Пĕтĕм Раççейри XXXI турнира йыхравларĕ. Ку хутĕнче ăмăрту Йĕпреçри "Патвар" физкультурăпа спорт керменĕнче иртрĕ.

12 Раштав, 2014

Тренер çук пулин те...

"Лаша пуласси - тихаран, çын пуласси ачаран паллă", - тенĕ ваттисем. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратма тăрăшать, çитĕнÿ патне ăнтăлма хистет.

12 Раштав, 2014

Танго тĕнче курма май парать

Декабрĕн 11-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери танго кунĕ. Çак кун шăпах Аргентинăри юрăç, киноактер, «Танго королĕ» Карлос Гардель çуралнă /1887 çул/. Тангăна вăйлă туйăм ташши те теççĕ. Танго ташланă чухне калаçасси, куласси, пĕр-пĕрин çине пăхасси йăлара çук.

12 Раштав, 2014

Чăваш пики - Çĕпĕр илемĕ

Пике... Çак сăмах чылайăшне «илемлĕ» пĕлтерĕшпе çывăх. Ку тĕрĕсех мар. Чăваш тĕнчинче «пике» тени хĕрĕн сăн-пит илемне çеç мар, унăн чун илемлĕхне те кăтартать. Чиперлĕх, шалти тĕнчен пуянлăхĕпе тасалăхĕ. Вăл хĕвел евĕрех йăлкăшса чăн чăваш пикин илемлĕхне палăртать.

12 Раштав, 2014

Тĕрĕк тĕнчинче чăвашсене хисеплеççĕ

Ноябрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен Азербайджан Республикин тĕп хулинче Бакура тĕрĕк халăхĕсен çамрăк çыравçисен иккĕмĕш слечĕ иртрĕ. Хăнасене йышăннă çĕршывăн Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пулăшнипе тĕрĕк халăхĕсен çамрăк çыравçисен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ форума хутшăнма май килнĕшĕн чун-чĕререн хĕпĕртетĕп.

декабрь 5th

5 Раштав, 2014

«Çамрăксен хаçачĕ » 49 (6038) №. 5.12.2014

Мускав театрĕнчи мюзиклта юрлама сĕннĕ. "Чăваш Ен ахахĕсем" конкурс-фестиваль иртрĕ.

Хăйсем укçа ĕçлесе илесшĕн. Сусăрсем ытти çын пекех юрлама-ташлама вĕренеççĕ, спортпа туслашаççĕ. Вĕсем пурнăçа ыттисенчен ытларах юратнăн туйăнать.

Pages