Archive - 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

ноябрь 26th

26 Чÿк, 2015

“Анне –юрлама, атте пăта çапма вĕрентрĕ”

Алина КУДРЯВЦЕВА - «Нарспи» мюзиклта Нарспи сăнарне калăпланă виçĕ артисткăран пĕри. Вăл Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче кун çути курнă. Юрăç пулма мĕн ачаран ĕмĕтленнĕскер Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Паян вăл - «Çеçпĕл» ушкăн солистки.

26 Чÿк, 2015

Çĕнĕ ятсем уçрĕ “Асам"

Кино курма юратман çын çук та пулĕ. Пирĕн вара, чăвашсен, хамăр çинчен ÿкернĕ, тăван халăх йăли-йĕркипе, культурипе, пурнăçĕпе çыхăннă пахалăхлă картинăсене пăхас килет.

26 Чÿк, 2015

Лаша çын кăмăлне туять

Кадет шкулĕнче вĕренекенсем Тăван çĕршывшăн усăллă çын пулма ăнтăлни савăнтарать. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Евгения Алексеева та çак тĕллевпе пурăнать. 17 çулта çеç-ха вăл. Çапах ун пирки «вутра çунманнисен, шывра путманнисен йышĕнчен» теес килет. Пике лаша спорчĕн çар тĕсĕпĕ - джигитовкăпа - интересленет.

26 Чÿк, 2015

Вăхăта Михаил Сироткинпа тĕрĕслеттĕмĕр

Вăхăт ытла та хăвăрт иртет-çке. Тин кăна çара уран чупса çÿреттĕмĕр. Эпĕ Тăвай районĕнчи Тенеяльте çуралса ÿсрĕм. Вăрçă вăхăчĕ питĕ йывăр килчĕ. Атте 1941 çулхи çурла уйăхĕнче вăрçа хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Эпĕ ун чухне çулталăк та вун пĕр уйăхра пулнă. Атте, Николай Ахтимиров, вăрçăран таврăнаймарĕ.

ноябрь 19th

19 Чÿк, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 46 (6087) №. 19.11.2015

19 Чÿк, 2015

Чăваш юмахĕсемпе халапĕсене турккăлла куçарать

Тĕлĕнмелле мар-и? Хăшĕ-пĕри ачисене тăван чĕлхепе калаç­тармасăр, «Чăваш чĕлхи Канашран иртсен тек кирлĕ мар», - тесе сăмса каçăртса каппайланса çÿренĕ вăхăтра ытти халăх çыннисем пирĕн çепĕç чĕлхемĕрпе интересленеççĕ, йăла-йĕркене тĕпчеççĕ, историпе культурăна тишкереççĕ.

19 Чÿк, 2015

Кубок çĕнсе илессишĕн... çÿç касрĕç

Кулăш туйăмĕ пур, хастарлăхĕ тапса тăрать... Çапла хакламалла иртнĕ шăмат кун тĕп хулари Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче пулнă КВН вăййин регионсен хушшинчи "Столица" лигин финалне хутшăннисен ĕçне.

19 Чÿк, 2015

Чăваш каччи - черетлĕ çул çÿревре

Никита Васильев Казахстан çеçен хирне курнă хыççăн Владивостока çитесшĕн

Чăваш велоçÿревçи Никита Васильев пирки эпир çырнăччĕ. 23 çулти яш 14 уйăхра çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çеç мар, Азербайджанри, Грузири, Арменири тĕрлĕ хулара пулса курнă. Икĕ кустăрмаллă ут çине лариччен вăл çуран çÿренĕ. Çапла Украинăпа Беларуçа курса çаврăннă, Кавказ çĕрĕнче пурăнакан халăхсен йăли-йĕркипе паллашнă Никита тепĕр çул çÿреве каяссине те пĕлтернĕччĕ. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче вăл çула тухнă. Тĕллевĕсем пысăк унăн: каччă Казахстан çеçен хирĕпе киленсе Узбекистана, Таджикистана, Кăркăсстана çитесшĕн. Унта хĕл каçнă хыççăн Байкал тăрăхне кайса курасшăн. Çĕпĕр урлă Владивостока çул тытма палăртнă вăл.

19 Чÿк, 2015

Хура кушак каçса кайсан...

Çăхав... Сăмахĕ мĕне тăрать? Çан-çурăма сив шатри кăларать. Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕн директорĕ Зоя Васильева тĕлĕшпе те юлашки вăхăтра, тĕрĕсрех каласан, иртнĕ суйлавра районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ пулса тăнă хыççăн, çине-çине çăхав çыракансем тупăннă.

19 Чÿк, 2015

“Пултарулăха чунăмран кăларма чăваш халăхĕ пулăшрĕ”

Чăваш эстрада тÿпине ФАРИДА таçти инçет уçлăхран вĕçсе килнĕ комета евĕрех илемлетсе çутатрĕ. Ун кăкăрĕнчен шăранса тухакан илĕртÿллĕ сассин техĕмĕ ытти юрăçран самаях уйрăлса тăрать.

Pages