Тăрăм тăрăхĕнче ĕне шучĕ ÿсет

19 Чÿк, 2015

«Ĕне пуррин сăй та пур», - тет чăваш. Мĕн авалтанпах ял-салара пурăнакана çак выльăх тăрантарнă. Хуçалăхра ĕне пулсан сĕтел çинче сĕт-çу та, аш-пăш та, кĕсьере тыткаламалăх укçа та пур. Елчĕк районĕнчи Тăрăм ял тăрăхĕнчи Тăрмăш, Хĕрлĕçыр, Тип Тимеш ялĕсенче сăвакан ĕнесен шучĕ ÿснĕ кăçал. Анатри Тимешре вара икĕ хресчен ферма тытать. Ирина Соловьевăпа Олег Гаврилов çирĕмшер ĕне сăваççĕ. 75 киллĕ çак ялта 15 хуçалăхĕ хупă пулин те мăйракаллă шултра выльăх самай усраççĕ. Çур ялĕ çу кунĕсенче кĕтĕве икшер ĕне хăвалать пулсан, Шаурбинсемпе Александровсем килĕсенчен тăватшар ĕне кăлараççĕ.

Еленăпа Вячеслав Александровсем çурт туянса тĕп килтен уйрăлса тухнăранпах, 1994 çултанпах, выльăх йышлă усраççĕ. Вĕсем халĕ те тăватă ĕне сăваççĕ, çулленех тăватă-пилĕк вăкăр самăртаççĕ. Кил хуçи арăмĕ сĕт паракан выльăх йышне тата хушасшăн-ха, тăватă-пилĕк çул каяллахи пекех, кĕтĕве пилĕк ĕне кăларасшăн. Çуллахи вăхăтра Александровсем кунсерен 80-шар литр сĕт суса илеççĕ. Унăн хакĕ хресчене тивĕçтерместех çав ĕнтĕ. Анатри Тимешре сĕте халĕ 16-16,5 тенкĕпе пуçтараççĕ - минерал шыв та унран хаклăрах мар-и?

Вячеслав Георгиевич тах­çантанпах ĕçлеме Мускава çÿрет, çапла вара хуçалăхри пĕтĕм ĕçе мăшăрĕн йĕркелесе пыма тивет. Каçарăр та, хăшĕ-пĕрин пÿртĕнче те унашкал тирпейлĕ мар - Александровсен сарайĕн урайĕ те çап-çутă. Çуртри хăтлăхпа тасалăха Елена Летучая ревизор килсе тĕрĕслесен те тиркеме сăлтав тупаймĕ. Мĕнле ĕлкĕрсе пырать-ши кил хуçи арăмĕ? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.