«Ĕне пуррин сăй та пур», - тет чăваш. Мĕн авалтанпах ял-салара пурăнакана çак выльăх тăрантарнă. Хуçалăхра ĕне пулсан сĕтел çинче сĕт-çу та, аш-пăш та, кĕсьере тыткаламалăх укçа та пур. Елчĕк районĕнчи Тăрăм ял тăрăхĕнчи Тăрмăш, Хĕрлĕçыр, Тип Тимеш ялĕсенче сăвакан ĕнесен шучĕ ÿснĕ кăçал.